Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хӳтӗлевçӗпе тӗл пултăмăр

Валентин Чесноков черетлӗ отпуска таврăнсан хальхинче те ял библиотекине килсе курчӗ. Унта вăл малтан та час-час çӳретчӗ.

 

 

 

«Патриотизм паян: мӗне пӗлтерет вăл?» темăпа калаçу ирттертӗмӗр. Валентин хăйне 2016 çулта çар ретне илни, çур çултан контракт туни пирки каласа пачӗ. Çапла майпа хӗсмет ун пурнăçӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ пулса тăнă. Паянхи кун Валентин Чесноков ятарлă çар операцийӗнче çӗршыв интересӗсене хӳтӗлет. 

Библиотекарь хӳтӗлевçӗрен унăн ӗçӗ-хӗлӗ, салтак пурнăçӗ пирки ыйтса пӗлчӗ, ял-йыш унпа мăнаçланни пирки каларӗ, çирӗп сывлăх тата хăвăртрах çӗнтерӳпе таврăнма сунчӗ. Марина Владимировна Валентина çăм чăлха парнелерӗ. Салтак хаклă та кирлӗ парнешӗн кăмăлтан тав турӗ, çак чăлха ăна тăван ял, ăна кӗтекен ял-йыш çинчен аса илтерсе тăрасси пирки каларӗ. 

Марина КАНАШЕВА.

Хупкӗпер. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Общєство