Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хуçана ăнсăртран çӗрпе хупланă

Августăн 18-мӗшӗнче Лайăш районӗнче тимсӗрлӗхе пула пысăк инкек сиксе тухнă. Следствин версийӗ тăрăх, кил хуçи килне шыв кӗртме тесе траншея чавма тракториста тара тытнă. Ӗç вăхăтӗнче пăхма тесе-ши траншейăна аннă кил хуçине тракторист асăрхаса ӗлкӗреймесӗр çӗрпе хупласа хунă.

Кайран тин хуçа ниçта та курăнманнипе хăй мӗн тунине ăнланнă. Арçынна вăл чавса кăларнă-ха, анчах леш сывламан ӗнтӗ.

КАМЕРУН СТУДЕНЧӖ ПУТНĂ
Çак кунсенче Хусан çывăхӗнчи Дербышки поселокӗнчи Комсомольское кӳллине сикнӗ Камерун каччи ишсе тухайман, тесе пӗлтерет tatarstan24.tv сайт. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, студент икӗ юлташӗпе пӗрле шыва кӗме ятарлă пляжа мар, юраман вырăна суйланă. Кун пирки çăлавçăсем асăрхаттарнине вырăсла пӗлменнипе ăнланман. Шыва кӗрекен виçӗ каччăран пӗри курăнми пулнине асăрхасанах çăлавçăсем шырама тытăннă, водолазсене те чӗнтернӗ, анчах кая юлса тупнă.
 АЧА КВАДРОЦИКЛ АЙНЕ ПУЛНĂ
 Августăн 22-мӗшӗнче Лайăш районӗнче квадроцикл аварие лекнӗ. 39-ти водитель транспорт хатӗрне итлеттерейми пулнипе техника çаврăнса çапăннă та çӗр çине тухса ӳкнӗ 8-ти хӗр ача-пассажир çине йăваннă. Шел, ача сывă юлайман.
ИММУНИТЕТА ÇИРӖПЛЕТЕС ТЕНӖ ТЕ…
 Хусанта пурăнакан çамрăк мăшăрпа ку инкек кăçал февраль уйăхӗнчех пулнă. Интернетра анлă рекламăлакан косметологи услугипе усă курма шутланă вӗсем. Арăмӗ ача çуратнă хыççăн ӳт-пӳ кӳпченинчен хăтăлма тесе косметолога киле чӗнтернӗ. Мăшăрне юлташа тенӗ пек, упăшки (эрех ӗçмен 30-ти арçын) те иммунитета çирӗплетме шутланă. Косметолог вӗсен халне, аллерги пуррипе çуккине ыйтса та тăман, система лартнă та кайнă. Препаратпа наркăмăшланнă мăшăр çӗрлех хытă аптранă. Арăмӗ уçăлайнă-ха, юн хăсакан упăшкине вара больницăра та пулăшайман. Тăлăха юлнă хӗрарăм çур çул ӗнтӗ хайхи косметолога явап тыттарасшăн, леш вара ним пулман пекех малалла ӗçлет. Халӗ ку ӗçе РФ Следстви комитечӗн ертӳçи А. Быстрыкин хăй тимлӗхне илнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия