Хуласенчи обществăлла вырăнсене лайăхлатас енӗпе конкурсăн çӗнтеӳçисем паллă
2026 çулта обществăлла вырăнсене хăтлăх кӗртессипе иртнӗ Пӗтӗм Раççейри сасăлавра Хусан хулинчи Мускав районӗнчи Декабристсен тата Восстани урамӗсем хӗресленнӗ вырăнти «Тебриз» парк 13,8 пин сасă пухса çӗнтернӗ.
Çын йышлă çӳрекен сквера çӗнетесси пирки пӗлтӗрех калаçусем пулнă, нумай çул каялла пăрахăçа тухнă фонтана та юсаса ӗçлемелле тăвасшăн. Хальлӗхе «Тебриз» енӗпе пӗтӗмӗшле концепцие йышăнман-ха. Кун пирки
ТР Хуласен аталанăвӗн институчӗ пӗлтернӗ. Çапах юсав ӗçӗсене Иран стилӗпе илсе пырасси паллă ӗнтӗ.
Республикипе илсен сасăлавра Хусанти объектсем çӗнтернӗ, анчах пурте мар. Пушкин урамӗнчи Султан Галиев ячӗллӗ сквер — ТР Финанс министерствипе Патшалăх Канашӗн çурчӗсен çывăхӗнче — килес çул илемленӗ, уншăн 13 пин çын сасăланă.
Советски районӗнчи Нокса вăрманӗшӗн — 9,5 пин, Авиастроительнăй районӗнчи Лукин урамне хăтлăрах тăвассишӗн — 8,6 пин, Ново-Савиновски районӗнчи Пысăк Чуйково кӳллишӗн 6,7 пин çын сасăланă. Кабан кӳллин çыранне, юсав хыççăн уçăлнă Мускав пасарӗн таврашне илемлетессишӗн сасăлакансем сахал — 4 пин сасă та пухайман. Киров районӗнчи «Салават Купере» микрорайонта парк тăвас текенсем тата сахалрах курăнать. Ку сӗнӳ 2026 çулта хăтлăх кӗртессипе хатӗрленӗ списокра пачах çук.
Ытти хуласемпе район центрӗсенче 2026 çулта юсаса илемлетессипе нумай сасă пухнисенчен çаксене асăнмалла: Çырчаллинчи Ф.Табеев ячӗллӗ çыран (12,4 пин сасă), Анат Камăри «Çемье» парк (17,7 пин), кунта Шинниксемпе Вахитов проспекчӗсене çыхăнтаракан вырăна хăтлăх кӗртӗç. Элметре Строительсен проспектӗнче больница хулин территорийӗнче юсав ирттермелле тесе шутлать нумайăшӗ, Ешӗлварта «Полукамушки» истори кварталӗ, Елабугăра Нефтяниксен проспектӗнчи Культура керменӗ умӗнчи тӳреме лайăхлатассишӗн сасăланă. Лайăшра XXVI Партсъезд скверне çӗнетесшӗн.
Çулсерен иртекен Пӗтӗм Раççейри сасăлав кăçал апрелӗн 21-мӗшӗнчен июнӗн 12-мӗшӗччен пынă. Кашни граждан Госуслуги порталӗнчен хăй пурăнакан тавралăха хăтлăх кӗртессишӗн сасăлама пултарнă. Юсав ӗçӗсене Раççей Федерацийӗ финанслать. Кăçал Тутарстанра пурăнакансен 283 объектран суйласа илме май пулнă. Республикăри кашни районта проект-çӗнтерӳçе палăртнă. 2026 çулта вӗсенче юсав ӗçӗсем иртӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев