Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХУСАН МУЗЕЙ КАÇНЕ ЧӖНЕТ

Халăхсен хушшинчи музей кунне уявлакансем пӗлсех тăраççӗ, çитес шăматкун Музейсен каçӗ пулать. Хусанта çеç мар, тӗнчипех çапла. Музейсем питӗ тӗплӗн, интересленсе хатӗрленеççӗ çак куна. Чи кăсăк экспонатсене куракан умне кăларса лартма хатӗр, ытти чух фондсен çывăхне те пыртарман-тăк, çак каç (кунӗпе те çаплах) ятарлă экскурсисем йӗркелеççӗ. Культурăпа кану программине йӗркеленӗ çӗре артистсене йыхравлаççӗ.

Музейсен каçӗ Хусанта кăçал та питӗ интереслӗ пуласса шантарчӗç пресс-конференцире ТР Наци музейӗн директорӗ Алиса Львовна Вяткина, ӳнер музейӗн директорӗ Розалия Миргалимовна Нургалеева тата Хусанти Кремльти музейсен комплексӗн директорӗн çумӗ Лия Ильгизаровна Давлетшина. Тӗлпулăва ТР культура министрӗн çумӗ Дамир Данилович Натфуллин та хутшăнчӗ. Вăл республикăра патшалăх музейӗсемсӗр пуçне ведомство музейӗсем, уйрăм çынсен 30 музейӗ тата 1000 яхăн шкул музейӗ пулнине каласа пачӗ.

Музейсен каçӗ – йăлана кӗнӗ акци, анчах  музейсем унта хăй ирӗкӗпе хутшăнаççӗ, «çӳлтен хушнипе» мар. Çавăнпа майăн 20-мӗшӗнче хăш-пӗр музейсем ӗç кунне яланхи пекех вӗçлӗç.

Кăçал Музейсен каçне истори тематики пӗрлештерет. Наци музейӗ  XIX ӗмӗрпе тӗплӗн паллаштарать пире. Çак тӗллевпе Бородино музейӗпе килӗшӳ тунă – Хусана 1812 çулхи вăрçă трофейӗсене, геройсен япалисене, çав вăхăтри çапăçусемпе çыхăннă тата нумай кăсăк япала  кӳрсе килеççӗ. Бородинона Сабантуйпа çыхăннă экспонатсене  илсе кайнă. 

Чи интересли Пин çуллăх тӳремӗнчи 18.00 сехетре пуçланакан «Шахмат партийӗ» пулӗ. Шахмат кӗлеткисене чӗрӗ çынсем, лашасем сăнарлӗç. Вӗсем кашни истори тумӗпе. Шахмат вăййи те чăннипех пулӗ. Гроссмейстерсем выляса кӗлеткесене вырăнтан вырăна куçарӗç. 

Музей умӗнче те интересли, пӗлмелли-курмалли, хутшăнмалли вăйăсем, мастер-классем чылай пулӗç. Хусанти театр училищинче вӗренекен студентсене те, «Экият» театра та Музейсен каçне явăçтарнине каларӗ А.Вяткина. Паллах, вӗсем XIX ӗмӗрти тумсемпе пулӗç. 

Наци музейӗн филиалӗсем те çак каç 23.00 сехетченех ӗçлӗç. Каçхине 6 сехет хыççăн музей мероприятийӗсем тӳлевсӗр пулаççӗ. 

Хусан Кремлӗнче çак кун кашни музей хăнасене кӗтсе тăрӗ, билет хакӗсем ытти чухнехи пекех, Пушкин карттипе те усă курма пулать. Пӗтӗм музейне кӗрсе тухма пӗрлехи билет туянма та пулать. Çак кун иртекен мастер-классене хутшăнас тесен çийӗнчен тата укçа тӳлемелле. Ларса канма, ӗçме-çиме кафесем ӗçлӗç. 

Хусан Кремлӗнче чи илӗртекенни «Сияние Кремля» çутă фестивалӗ. 6-7 тӗрлӗ картина курма пулӗ авалхи Кремль стенисем çинче. Ăна майăн 18–20-мӗшсенче 19.00 – 23.00 сехетсенче курма пулать.

Патшалăхăн ӳнер музейӗ çак куна хатӗрленсе нумай мероприяти ятарласа йӗркеленӗ, халиччен пыракан куравсене те пăхма пулать. Чылайăшне тӳлевсӗрех кӗртеççӗ. Тӗслӗхрен, Хальхи вăхăтри искусство галерейинче Сальвадор Далин графикин (Санкт-Петербургри коллекционер Михаил Башмаков кӳнӗ) куравне майăн 20-мӗшӗнче билет туянмалла мар. Майăн 18-мӗшӗнче Василий Кандинский абстракциллӗ экспрессионистăн картинисен, унăн мелӗпе ӗçлекен ӳнерçӗсен ӗçӗсен куравӗ уçăлчӗ. Вăл Халăхсен хушшинчи музей кунӗнче тӳлевсӗр пулчӗ. 

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: музей