Ултавçăсен аллине лекнӗ пенсионерăн укçине тавăрса панă
Усал шухӑшлӑ çынсем 90 çулхи арçын патне шӑнкӑравласа унӑн шучӗ çинчи укçана законсăр тӗллевпе усӑ курасшăнне пӗлтернӗ. Вӗсем пенсионера укçана «хӳтӗлемелле» тесе ӗнентернӗ. Кил картишӗнче пенсионер курьера 250 тенкӗ парса янă.
Телее арçын хӑйне улталанине ӑнланса илсе полицие пынă. Хусан полицейскийӗсем укçа илме килнӗ 18 çулти курьера тытса чарнă. Пенсионера укçине тавӑрса панӑ.
Хальхи вăхăтра полицейскисемпе следовательсем преступление хутшӑнма пултарнӑ ытти çынсене шыраççӗ, кунашкал тӗслӗхсем тата пулманнине тӗрӗслеççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев