Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан туристсем юратакан 5 хула йышӗнче

Раççей çыннисенчен нумайăшӗ кăçал çулла хамăр çӗршыврах канма кăмăл тунă. Ку та тӗрӗс, хамăрăн та илемлӗ вырăнсем çителӗклех. Хусан çӗршыври чи нумай турист килсе курнă 5 хула йышне кӗнӗ.

 Юлашки вăхăтра канмалли кунсенче регионсем тăрăх курса çӳресси те модăна кӗчӗ. Тӗслӗхрен, çулталăк пуçланнăранпа Хусан Кремлӗнче кăна 2 миллион турист пулса курнă. Çулла вара çӗршыври чи нумай турист килсе курнă 5 хула йышне кӗнине пӗлтерет Хусан мэрийӗн пресс-служби. Çакна хăна çурчӗсенче номер йышăнса хурассипе ӗçлекен OneTwoTrip сервис палăртнă. Унăн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх, пӗтӗмӗшле кăтартăвăн 3,4 проценчӗ шăпах Хусана тӳр килет иккен. Çӳлçӳревçӗсен чи юратнă хули вара кăçал та Мускав пулни курăнать, кунти хăна çурчӗсене маларах йышăнса хурасси 21,7 процентпа танлашнă , иккӗмӗш вырăнта Санкт-Петербург (16,9 процент), виççӗмӗш – Сочи (5,7 процент). (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: туризм