Хусана урам шăлакансем çитмеççӗ.
Ноябрь вӗçленнӗ тӗле республикипе 94 дворник вакансийӗ ирӗклӗ.
Çакăн пек лару-тăру Тутарстанӗпех иккен. Ноябрь вӗçленнӗ тӗле республикипе 94 дворник вакансийӗ ирӗклӗ. Çакăн çинчен ӗç вырăнӗпе пулăшакан Head Hunter платформа аналитикӗсем пӗлтереççӗ — ытти вакансисемпе танлаштарсан асăннă професси 41 процент ирттерет.
Çавăн пекех Татрстанра разнорабочисем (13 процент), водительсем (10 процент) тата уборщиксем (9 процент) çитмеççӗ. Асăннă вакансисенчен 25 процент хушма ӗç пек сӗнеççӗ, ӗç паракансенчен чылайăшне опыт пурри-çукки интереслентермест. Анчах хăш-пӗр ӗç вырăнӗсене аслă шкулăн дипломӗпе кӗтеççӗ. Подсобный рабочи (юр хырасси те унăн явапӗ) шалăвӗ 18-20 пин тенкӗ. Тулли ӗç кунӗпе ӗçлекен дворникăн шалăвӗ 20 пин тенкӗрен пуçланать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев