Хусана Владимир Путин килет
Çӗнӗ хыпарсем

Хусана Владимир Путин килет

Тутарстанăн тӗп хулинче июнӗн 17-мӗшӗнчен пуçласа 19-мӗшӗччен пӗрремӗш хут иртекен Россия-АСЕАН саммитне Раççей Президенчӗ Владимир Путин хутшăннине патшалăх пуçлăхӗн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков пӗлтернӗ. Мероприяти шайӗнче Владимир Путин икӗ енлӗ тӗлпулусем ирттернине палăртнă вăл.

МИД ертӳçи  Сергей Лавров палăртнă тăрăх, саммит суту-илӳ, инвестици, энергетика, ял хуçалăхӗ тата цифровизаци енӗпе ӗçлессине сӳтсе явмалли вырăн, Раççейпе АСЕАН 35 çул ытла пӗр-пӗринпе çыхăнса ӗçленине пӗтӗмлетмелли тата малашнехи стратегилле утăмсене палăртмалли май пулса тăрӗ.

Тӗлпулу пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх Раççейпе АСЕАН килӗштерсе ӗçлессин право никӗсне çирӗплетекен декларацие, çавăн пекех суту-илӳпе экономика, инвестици, наукăпа техника тата культурăпа гуманитари облаçӗсенче  килӗшӳсене алă пусма палăртнă. Мероприятие ирттерни Хусан пӗтӗм тӗнчери пысăк дипломати тата экономика тӗлпулăвӗсен центрӗ пулнине çирӗплетӗ.

Сăнӳкерчӗк kremlin.ru сайтран.


владимир путин АСЕАН Саммит

Нет комментариев