Хусанкайăн тăван ялӗ çинчен 43 çул каялла фильм ӳкернӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанкайăн тăван ялӗ çинчен 43 çул каялла фильм ӳкернӗ

Элкел районӗнче Петӗр Хусанкайăн клуб-музейӗнче аслă поэтăмăр çуралнăранпа 116 çул çитнине паллă турӗç

Музей ӗçченӗсем Элкел районӗнчи Хусанкайри вăтам шкулӗнче вӗренекенсем валли анлă экскурси ирттерчӗç, унтан Хусанкай произведенийӗсем пичетленнӗ кӗнекесен куравӗпе паллаштарчӗç. Каярах Чăваш телевиденийӗ 1980 çулта ӳкернӗ документлă «Сиктӗрме çăлкуçӗсем» фильма кăтартрӗç. Унта хăш-пӗр ачасен асламăшӗсемпе мăн асламăшӗсем те ӳкерӗннӗ. 
Юлашкинчен шкулта вӗренекенсем Петӗр Хусанкайăн вилӗмсӗр сăввисене вуларӗç, викторинăра хутшăнчӗç. 
Татьяна Теличко сăнӳкерчӗкӗсем.


Нет комментариев