Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХУСАНТА ЧĂВАШ ХӖРАРĂМӖСЕН СОЮЗӖ ЙӖРКЕЛЕНЧӖ

Пӗрлӗхе ертсе пыма пурте пӗр шухăшлă пулса Сильвия Чаркинана суйларӗç

Февралӗн 19-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче интереслӗ тӗлпулу пулчӗ. Унта хутшăнакансем пурте чăваш хӗрӗсемпе хӗрарăмӗсем. Кашни хăйне кура интереслӗ: хӗрарăм бизнесменсем, психологсем, журналистсем, культура ӗçченӗсем, педагогсем, юристсем, ШӖМ сотрудникӗсем таранах пулчӗç. Çул ӳсӗмӗпе те тӗрли пулчӗ унта. Анчах пурне те пӗрлештерекенни – вӗсем пурте чăвашсем пулни. 

Чăваш эстрадин паллă юрăçи Августа Уляндина та хаваспах хутшăнма кăмăл тунă пӗрремӗш пухăва. 

Пуçтарăннин сăлтавне ЧНКА Канашӗн пайташӗ Сильвия Чаркина уçса пачӗ, вăлах мероприятие ертсе пычӗ. 

«Эпир сире паян ахаль пуçтарман. Пирӗн тӗллев – Тутарстан Чăваш хӗрарăмӗсен союзне туса хурасси. Ку шухăш икӗ çул каяллах, ЧР Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн председателӗпе Наталья Николаевăпа Шупашкарта тӗл пулнă хыççăнах çуралнă. ЧНКА Канашӗн хӗрарăм пайташӗсем мана тахçанах ку ӗçе хам çине илсе йӗркелесе яма ыйтаççӗ. Тинех çав вăхăт çитрӗ пулмалла, килӗшрӗм сӗнӳпе. Сире паян çавăншăнах пуçтартăмăр та – хамăрăн союза йӗркелесе ярасси пирки», – терӗ Сильвия Чаркина мероприятие уçса. 

Пухăннисене пӗр-пӗринпе паллаштарма та интереслӗ меслет шутласа тупнă. Светлана Гордеева психолог паллашăва тренинг ирттерсе йӗркелерӗ. Çапла майпа кашни хăй çинчен кăштах пӗлтерсе каласа пачӗ. Ун хыççăн союз ӗçӗ мӗнле йӗркеленсе пымалли пирки тӗрлӗ сӗнӳ паракансем пулчӗç. Куçман пурлăх сферинче ӗçлекен Вера Юнусова чăваш хӗрарăмӗсен хушшинче «Кил ăшши» конкурса пуçарса яма, Инна Чугунова психолог ку ӗçе кашни хăйӗнчен, хăйӗн пурнăçри вырăнӗпе пӗлтерӗшӗ çинчен шутланинчен, хӗрарăмлăха аталантарассинчен тытăнма сӗнчӗ. Илем индустрийӗнче ӗçлекен Ирина Порфирьева предприниматель ку ӗçе 30+ çул ӳсӗмрисене ытларах илӗртме, ӗç чи малтан усăллă пулмалли, мотиваци кирли çинчен каларӗ. Хам енчен союз ӗçӗ социаллă пӗлтерӗшлӗ те пулмалли, йывăрлăха кӗрсе ӳкнӗ хӗрарăмсене тимлӗхе илесси пирки сăмах хушрăм. Алена Бултыкова юрист хӗрарăмсемшӗн тӗрлӗ усăллă мастер-классем ирттерме, Августа Уляндина пысăк ӗçе малтанласа пӗчӗк проектсенчен пуçлама сӗнчӗ.  Чăваш вырсарни шкулне çӳрекен ачасен амăшӗсем тăван культурăпа ытларах ӗçлемеллине каларӗç. Питӗ интереслӗ сӗнӳсем пулчӗç кашнин. 

Тӗп пулăм – союз председательне суйласси, паллах. Ку ӗçе пурте пӗр шухăшлă пулса Сильвия Чаркинан кандидатурине çирӗплетрӗç. Çывăх вăхăтра черетлӗ пуху ирттерсе малашнехи ӗç планне йышăнма калаçса татăлчӗç вӗр-çӗнӗ союзăн пайташӗсем.  

 

Ирина ТРИФОНОВА. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев