Хусанта чӑваш чӗлхине вӗрентекенсем пуҫтарӑнчӗҫ
Чӑваш чӗлхине поликультура талкӑшӗнче вӗрентесси, ӑна ытти чӗлхесемпе танлаштарса тӗпчесси. Ҫак тата ытти ыйтусене пӑхса тухрӗҫ наукӑпа практика конференцийӗнче.
Паян Хусанти 93 гимназире тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсен "Тӑван чӗлхесене тӗпчесси тата Тутарстан Республикинче пурӑнакан халӑхсен тӑван чӗлхесене вӗрентесси" наукӑпа практика конференцийӗ иртет.
Конференци ӗҫӗ секцисем ҫине пайланса йӗркеленет. Ӑна ТР Вӗрентӳ министерстви йӗркеленӗ.
Конференцие хутшӑнакансене ТР Вӗрентӳ министерствин Наци вӗрентӗвӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ Алсу Шарипова, гимнази директорӗ, ТР Халӑхсен ассамблейин Председатель ҫумӗ, РФ тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Ирина Александровская ӗҫре ӑнӑҫу сунса сӑмах каларӗҫ.
Чӑваш вӗрентекенӗсен йышӗ чи пысӑкки. Тутарстанри чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан кашни районти шкулсенчен килсе ҫитнӗ.
Спикер, эксперт шутӗнче вӗрентекенсен секцине ЧР Вӗрентӳ министерствин "Чӑваш республикин вӗрентӳ институчӗн" чӑваш чӗлхипе литературин кафедрин заведующийӗ Анна Семеновна Егорова.
Вӑл тӑван чӑваш чӗлхине поликультура талкӑшӗнче вӗрентесси темӑпа ҫырнӑ тӗпчев ӗҫӗпе тата Чӑваш Енри шкулсен опычӗпе паллаштарчӗ.
Ҫавӑн пекех спикерсен шутӗнче чӑваш чӗлхине вӗрентекенсем - Надежда Григорьева (Ҫӗпрел, Алешкин-Саплӑкри ВШ), Светлана Мукасева (Пӑва, Альшихри ВШ), Марина Захарова (Ҫарӑмсан, Ҫӗнӗ Йӗлмел ВШ), Валентина Петрова (Чӑваш Ҫӗпрелӗнчи ВШ), Людмила Ильгузина (Анат Камӑри 34 гимнази) пулчӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев