Хусанта иртнӗ кино премьерине паллă актер тата режиссер Антон Богданов хăй те хутшăнчӗ
Ӗнер Хусанта, «Cinema 5 Республика» кинотеатрта Раççейӗн паллă актерӗн тата режиссерӗн Антон Богдановăн «Иван Семенов: Большой поход» (6+) ача-пăча киновӗн премьери пулчӗ. Кино премьери паллă актер хăй хутшăннипе иртрӗ
Ӗнер Хусанта, «Cinema 5 Республика» кинотеатрта Раççейӗн паллă актерӗн тата режиссерӗн Антон Богдановăн «Иван Семенов: Большой поход» (6+) ача-пăча киновӗн премьери пулчӗ. Ку кинофильм паллă писатель Лев Давыдычевăн «Многотрудная, полная невзгод и опасностей жизнь Ивана Семенова, второклассника и второгодника» хайлавӗ тăрăх ӳкернӗ «Иван Семенов: школьный переполох» картинăн иккӗмӗш пайӗ. Вăл пӗлтӗр октябрь уйăхӗнче проката тухса чи касăллă фильмсен шутне кӗнӗччӗ.
Кино премьерине Антон Богданов хăй килчӗ. Сăмах май Хусанта кăтарту йӗркелеме ăна ТР Правительстви пулăшнă. Режиссер ТР Раисне те премьерăна чӗннӗ пулнă, анчах республика ертӳçине чӗннӗ хăнасен шутӗнче курмарăмăр.
Антон Богданов Раççей кинематографӗнче паллă çын. 2010 çултанпа кăна ӳкерӗнме пуçласан та фильмографийӗ самаях пысăк. Ун кинокарьери «Реальные пацаны» сериалтан пуçланнă. Çакăнтан талантлă та пултаруллă актера ытти режиссерсем те асăрхама пуçланă. 2012 çулта вăл Александр Барановăн «Джентельмены, удачи!» фильмӗнче, унтан çулсерен тухакан «Ёлки-3», «Ёлки-1914» фильмсенче ӳкерӗнет. Куракансем хапăл туса йышăннă легендарлă «Т-34» кинокартинăра та ăна куратпăр.
Премьера умӗн Антон Богдановпа кăштах калаçма май пулчӗ. Хăй каланă тăрăх, режиссер ӗçӗ ăна питӗ килӗшет, çапах актер профессийӗпе те сывпуллашма шутламасть.
- Мана халь режиссерсенчен – Бондарчукран, Михалковран интереслӗ сӗнӳсем килчӗç. Тытăнса пăхас килет. Режиссер пек ӗçлесе вара киноискусство урлă çынсем патне чăннине, чăнахах кирлине çитерес килет. Кинора паянхи геройсем çитмеççӗ: темле супергерой мар, ахаль, тӳрӗ кăмăллă, ыттисемшӗн тăма пултаракан çын. Сергей Бодровăн брачӗ пеккисем.
- Хăвăр ӳкерме шутламан-и?
- Шухăшсем пур, ӗçлемелле, – тет Богданов йăл кулса.
- Ачасемпе ӗçлеме йывăр мар-и?
- Йывăр тесе калас килмест, камера умӗнче чух вӗсем хăйсене яваплă тытаççӗ, кăшт пăрăнсанах каллех ача-пчана çаврăнаççӗ.
Актерпа тата режиссерпа тулли интервьюна «Суварăн» çитес номерӗнче вулама пултаратăр.
Ирина ТРИФОНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев