Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта Мăсăльман киновӗн халăхсем хушшинчи XVIII фестивалӗ иртет

Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов, Раççей Культура министерстви, Стратеги курăмӗллӗ «Россия – Исламский мир» ушкăн тӗрев панипе сентябрӗн 7-11-мӗшӗсенче Хусанта чи çӳллӗ шайра мăсăльман киновӗн фестивалӗ иртет.

Кăçал 44 çӗршывран 625 заявка килнӗ. Конкурс программине 50 ӗç кӗртнӗ, пилӗк номинацире 10-шар фильм: тулли метражлă, кӗске метражлă илемлӗ фильмсем тата кӗскепе тулли документлă фильмсем, наци конкурсӗ.

Конкурс тулашӗнчи программа Раççейри тата чикӗ леш енчи куракансене чылай картинăна курма сӗнет. Тӗслӗхрен, Азербайджан кинематографӗ тăватă фильм кăтартӗ, Казахстан киновӗ – улттă. Çавăн пекех Иран киновӗн кунӗ те пулать – сентябрӗн 10-мӗшӗ. Мӗн пур кинокурав тӳлевсӗр. Вӗсене пăхнă хыççăн режиссерӗсемпе пӗрле сӳтсе явас йăла пур.
 

Нумай пулмасть 2023 ҫулта Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль хӑҫан иртесси паллӑ пулчӗ. 16-мӗш кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 26- 31-мӗшӗсенче иртӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев