Хусанта «Новая волна» музыка фестивалӗ пулать
Августăн 20-мӗшӗнчен пуçласа 26-мӗшӗччен Тутарстанăн тӗп хули «Новая волна 2026» халăхсен хушшинчи çамрăк юрăçăсен конкурсне иккӗмӗш хут йышăнать. Шоу «Ак Барс Арена» стадион патӗнче вырнаçнă New Wave Hall залра иртет. Çичӗ куна тăсăлакан музыка марафонӗ çуллахи чи паллă пулăмсенчен пӗри пулса тăрӗ.
Пилӗк çӗршыври талантсен
Пӗрремӗш вырăншăн конкурсра пилӗк çӗршывран: Арменирен, Беларуссирен, Казахстанран, Грузирен тата Раççейрен 13 финалист кӗрешет. Шорт-листа çаксем кӗнӗ: Флора Бичахчян (Армени), София Рустамова (Беларуси), Амре (Казахстан), çаплах Раççей юрăçисем – Аркадий Евтушенко, Анастасия Иванова, Игнат Изотов, Лист, Артем Миньков, Милана Пономаренко, Ника Терентьева, ISTOKIYA тата TROFIM GRANN. Конкурсантсем Хусана августăн 8-мӗшӗнче çитрӗç.

Тутарстанран та конкурса хутшăнакан пур – «Созвездие-Йолдызлык» фестивале хутшăннă Игнат Изотов. Вăл «Голос» шоун 13-мӗш сезонне, VK Fest тата «Музыкастинг 4.0» проектсене те хутшăннă.
Çăлтăр десанчӗ тата тӗнче премьерисем
Фестиваль программи яланхи пекех анлă та пуян, музыкăна хаклакансемшӗн чăн-чăн уяв пулса тăрӗ. Августăн 20-мӗшӗнче сцена çине Филипп Киркоров, Полина Гагарина, Сергей Лазарев, ANNA ASTI, Дима Билан, Игорь Крутой, Ани Лорак, Лариса Долина, Алсу тата ытти çăлтăрсем тухӗç.
Тӗп интрига – Игорь Крутойпа Димаш Кудайбергенăн пӗрлехи проекчӗ. Премьера конкурсăн пӗрремӗш кунӗнче, августăн 21-мӗшӗнче, пуласса шантараççӗ йӗркелӳçӗсем. Программăра çавăн пекех мэтрсен юбилейӗсене халалланă трибьют-концертсем: августăн 22-мӗшӗнче Игорь Сарухановăн каçӗ иртет, августăн 24-мӗшӗнче – Раймонд Паулсăн пултарулăх каçӗ пулать.
Августăн 25-мӗшӗнче куракансене Мари Краймбрери, Николай Басков, Михаил Шуфутинский, Леонид Агутин тата Стас Михайлов хутшăнакан çăлтăрсен анлă гала-концерчӗ кӗтет. Августăн 26-мӗшӗнче, фестиваль хупăннă кун ШАМАН, Ирина Аллегрова, NILETTO Джиган тата ытти паллă çăлтăрсем сцена çине тухӗç.
Барельеф тунă çӗре хутшăннă
Фестиваль умӗн DION INN Hotel & SPA отелӗн "Louis" ресторанӗнче барельеф тумалли йăлана кӗнӗ церемони иртнӗ. Раççей художникӗсен союзӗн пайташӗ тата Хусанти художество училищин педагогӗ Зульфия Мухамедьянова скульптор ертсе пынипе 12 финалист символла элементсем тунă, кайран вӗсем пӗтӗмӗшле бронза паннон пӗр пайӗ пулса тăрӗç. Кашни хутшăнакан пӗтӗмӗшле композици валли хăйӗнчен уйрăм япала тунă: Игнат Изотов – эчпочмак, София Рустамова – василек. 2009 çулта ЮНЕСКО хутшăннипе çуралнă йăлана Хусанта малалла тăсаççӗ. Хатӗр барельефа ăçта вырнаçтарни паянхи куна паллă мар – конкурс финалӗ çывхарнă май кун çинчен пӗлтерӗç.
Концертсем 19.30 сехетре пуçланаççӗ. Билетсене официаллă партнерсенчен çеç туянма сӗнеççӗ йӗркелӗçӗсем, çавăн пекех электронлă билетăн пичетленӗ вариантне хăвăрпа пӗрле илме сӗнеççӗ. Аса илтеретпӗр, 2025 çулта «Новая волна» конкурсра Казахстан юрăçи çӗнтерчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев