Хусанта пластика хирургӗсен халӑхсен хушшинчи конгресӗ иртрӗ. Пуҫаруҫи РФ промышленноҫпа суту-илӳ министрӗн мӑшӑрӗ, РФ тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Наталья Мантурова
«Хирургире паян пластика реконструкцийӗсӗр май ҫук. Нумайӑшӗшӗн вӑл ытларах эстетикӑпа ҫыхӑннӑ. Анчах апла кӑна мар, пластика ҫыннӑн пурнӑҫри социаллӑ статусӗпе шайне япӑхлатакан, тӗрлӗ кӑлтӑксемпе ҫуралнисене те пулӑшать. Конгресс пысӑк опытлӑ тата пуҫлакан тухтӑрсемшӗн те усӑллӑ. Кунта чи передовой технологисемпе, ҫӗнӗлӗхсемпе паллашма пулать» - терӗ мероприятие уҫса ТР сывлӑх сыхлав министрӗ Марсель Миннуллин.
Паян Хусанта Башир Рамеев ячӗллӗ ИТ-Паркра Пластика, реконструкци, эстетика медицинин халӑхсен хушшинчи конгресӗ иртрӗ.
Медицинӑри ҫак отраслӗн ҫӗнӗлӗхӗсем, ют ҫӗршывсен компанийӗсемпе хутшӑнусем, СВОран аманса таврӑннисем валли мӗнле пулӑшусем пурри тата ытти ҫинчен калаҫрӗҫ конгресӑн ларӑвӗнче.
Форума РФ Сывлӑх сыхлав министерстви, ТР Правительстви, пластикӑпа реконструкци, эстетика хирургӗсен Раҫҫейри обществи Тата Мускавпа Хусан аслӑ шкулӗсем йӗркеленӗ.
Мероприятие уҫнӑ ҫӗре РФ Сывлӑх сыхлав министерствин штатра тӑман тӗп специалисчӗ, пластика хирургӗ, РФ тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Наталья Мантурова, ТР сывлӑх сыхлав министрӗ Марсель Миннуллин тата ыттисем хутшӑнчӗҫ.
Пӗтӗмпе Хусана Раҫҫей регионӗсенчен икӗ пине яхӑн пластика, эстетика хирургӗсем, косметологсем, дерматовенерологсем пуҫтарӑнчӗҫ. Унсӑр пуҫне Пӗрлешӳллӗ Араб эмирачӗсен, Франци, Египет, Турци, Ливан эксперчӗсемпе ӑсчахӗсем хутшӑнчӗҫ.
Марсель Миннуллин конгресс пӗлтерӗшне палӑртса паянхи кун ҫапӑҫусенчен аманса, сусӑрланса таврӑнакансене пулӑшасси тӗп вырӑнта пулнине каларӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене ҫӗршыв тӗрлӗ енлӗ пулӑшупа тивӗҫтернине, ҫав шутра реконструкци хирургийӗ енӗпе те пуррине каларӗ.
Пластика хирургӗсем СВОран аманса таврӑннисен питпе янах шӑммисене тӳрлетеҫҫӗ, шӑлӗсене вырӑна лартаҫҫӗ, пичӗ ҫинчи суранланнӑ ӳте майлаштараҫҫӗ тата ытти те.
Калас пулать, конгресс курав та хатӗрленӗ. Унта илем индустрийӗнчи, пластика операцийӗсен хатӗрӗсемпе, отрасль компанийӗсен продукцийӗпе туллин паллашма пулчӗ.
Тутарстанра туса кӑларакан тӗрлӗ хатӗрсемпе те паллашрӑмӑр. Тӗслӗхрен имплантаци хыҫҫӑн ӳт илме пулӑшакан таблеткӑпа, хирургире усӑ куракан ҫиппе, ытти япалапа.
Тутарстан представителӗ Эльмаз Хасанов палӑртнӑ тӑрӑх пирӗн продукци ют ҫӗршывсеннинчен нимпе те кая мар. Отрасль импортозамещенипе аван ӗҫлет. Пирӗн продукцие хаваспах Армени, Азербайджан, Грузи, Белорусси, Инди туянаҫҫӗ.
Ӗҫтешӗн шухӑшне РФ тата ТР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ, "Клиника СЛ" генеральнӑй директорӗ Светлана Жабоева та ҫирӗплетрӗ. "Пирӗн косметологсем, пластика хирургӗсем Раҫҫейӗпе те чи лайӑххисен шутӗнче. Ниҫта та каймалла мар. Ак Хусана Мускавран та, ытти хуласенчен те косметологи процедурисене, пластика операцийӗсем тутарма килеҫҫӗ. Маммопластика енӗпе вара эпир ҫӗршывӗпе те чи лайӑххисен шутӗнче. Вӗрентӳ те ҫӳллӗ шайра, эп хам ҫеҫ мӗн чухлӗ пластика хирургӗсене хатӗрлесе кӑларнӑ", - терӗ Светлана Жабоева.
Наталья Мантурова ҫул ҫинче ывӑннӑ пулӗ, кӑшт сӳрӗкрех калаҫрӗ, те журналистсен ыйтӑвӗсем килӗшмерӗҫ. Раҫҫейри пластика тата реконструкци хирургӗсем СВОран аманса таврӑннисене пулӑшасси енӗпе конкретлӑ мӗн тунине каламарӗ, пӗтӗмлетсе ҫиелтен каланипех ҫырлахрӗ.
Мероприятие уҫнӑ чухне кӑна хӗрӳллӗн ТР Раисне тӗрев панӑшӑн Тав турӗ, Хусан илемне мухтарӗ.
"Конгресс паллӑ пулӑм. Вӑл хӑй тавра отрасльти ертӳҫӗ специалистсене пуҫтарчӗ. Пластика хирургийӗ чи хӑвӑрт аталанакан медицина сфери. Конгресс вара кашнишӗн харпӑр ӳсӗмри ҫӗнӗ пусмакка, пӗлӗве анлӑлатма паракан май", - терӗ Наталья Мантурова.
Конгресс апрелӗн 26-мӗшӗччен ӗҫлет. Пластикӑпа эстетика медицинин ҫӗнӗлӗхӗсемпе паллашас текенсен вӑхӑт пур.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев