Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта пурнăçра йывӑр лару-тӑрӑва лĕкнĕ аннесене пулӑшакан социаллӑ служба пур

Ачапа килте ларнă май хăш-пӗр анне хытă ывăннипе, кирлӗ чухлӗ ҫывӑрайманнипе халтан кайни час-часах тӗл пулать. Пулӑшакан ҫуккипе пур ĕçе те хăйсен тума тивнипе пулать ку.

Йывăр лару-тăрăва лĕкнӗ çакăн пек аннесене «Умиление» центр пулăшма хатӗр. РФ Президенчӗн гранчӗпе «Чи лайăх пулас анне» проекта хута янă вăл. Унпа килӗшӳллӗн, кун пек аннесем патне хуҫалӑхра пулӑшакан е ачапа ларакан ятарлă çын ярать.

Мӗнпе пулӑшма пултараҫҫӗ-ха вĕсем? Кил-çурта тирпейлеççӗ, амăшĕн тухтăр патне е ĕçпе кайса килмелле пулсан пӗчӗк ачипе юлаççӗ.

Пулăшу ыйтасси мар, ывӑннипе ачине çителӗклӗ тимлӗх уйӑрайманни япăх!

Центрăн ĕçченĕсем ҫие юлнӑ хӗрарӑмсене аслӑ ачисене пăхма та, виççĕ тултарман ачисем пур аннесене те çакăн пекех пулӑшма хатӗр.

Пулăшу кирлĕ пулсан 8 904 670-63-71 (Елена) номерпе шăнкăравламалла. Унтан сире заявка ярса парӗҫ, хăçан тата миçе валли килмеллине ыйтса пĕлĕҫ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество