Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта пурӑнакансемпе хӑнасем ӑҫта кайма пулать?

Паян, январӗн 6-мӗшӗнче республикӑн тӗп хулинче тӗрлӗ кану мероприятийӗсем иртӗҫ, ҫав шутра массӑллӑ конькипе ярӑнасси, пулӑ тытма вӗрентесси тата театр постановкисем.

Тӗп пулӑмсенчен пӗри «Хура кӳлӗри» катокра конькипе эрешлесе ярӑнассипе занятисем иртни. Кунта икӗ сесси ирттерме палӑртнӑ. Пӗрне ҫамрӑк хутшӑнакансем валли ирхине 10 сехетре ятарласа хатӗрленӗ пулсан, иккӗмӗшӗ  аслисем валли – кӑнтӑрла иртсен пуҫланать. 

Уҫӑ сывлӑшра активлӑ канӑва кӑмӑллакансем валли йӗркелӳҫӗсем Присутственнӑй вырӑнсен шалти картишӗнче  ятарлӑ программа хатӗрленӗ. Унта хӑнасем каланисем хутшӑннине иртекен посиановка, ташӑ номерӗсем пӑхма май пулать, ҫунапа та ярӑнтарӗҫ курма килекенсене. 

Хӗлле пулӑ тытма кӑмӑллакансене Пулӑ утравӗ ҫинче кӗтеҫҫӗ. Кунта  хӗлле пулӑ тытас ӑсталӑха халалланӑ ятарлӑ мастер-класс ирттерме палӑртнӑ. Анчах хутшӑнас умӗн малтан регистраци иртмелле.

Театрпа музыкӑна юратакансене паллӑ урам режиссерӗн Руслан Риманасӑн "Аллея Хӑнисем" спектаклне курма чӗнеҫҫӗ. Пӗрремӗш представления Горкинско-Ометьевски вӑрманӗнче  16 сехетре пуҫланать, каҫпа мероприяти Серов бульварӗнче иртет.

Унсӑр пуҫне Хусан кремлӗн музей комплексӗн картишӗнче «Ёлка волшебного города»  ятарлӑ постановка йӗркелеҫҫӗ. Ҫак илемлӗ уяв куракансене Ҫӗнӗ ҫула тата чӑрӑша халӑх юмахӗсен персонажӗсем ҫӑлса хӑварни ҫинчен каласа парӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Новый год