Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта Раççей кардиологӗсем пуçтарăнаççӗ

Медицина ӗçченӗсен конгресӗ сентябрӗн 25 – 27-мӗшӗсенче «Казань Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗнче пулать.

Сентябрӗн 25 - 27-мӗшӗсенче Хусанта наукӑпа медицинăн чи пысӑк мероприятийӗ – Раççей кардиологӗсен наци конгресӗ пулассине пӗлтерет ТР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби. Унта кашни ҫулах Раҫҫей регионӗсен специалисчӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Мероприятие 3 пин ытла ҫын куҫӑмсӑр майпа тата 10 пин ытла специалист онлайн мелпе регистрациленнӗ те ӗнтӗ. 

Кардиологсен конгресне патшалăх власть органӗсен представителӗсем те хутшăнаççӗ. Çавсен шутӗнче Тутарстан Республикин премьер-министрӗн ҫумӗ Лейла Ринатовна Фазлеева, РФ сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Евгений Геннадьевич Камкин, ТР сывлӑх сыхлав министрӗн тивӗçӗсене пурнăçлакан Альмир Рашидович Абашев, Раҫҫейӗн кардиологи обществин президенчӗ, РАН академикӗ Евгений Владимирович Шляхто,  Раҫҫейӗн Сывлӑх Сыхлав министерствин терапипе пӗтӗмӗшле тухтӑр практикин штатра тӑман тӗп специалисчӗ Оксана Михайловна Драпкина.

Мероприятин программи анлă, унта 150 ытла лекци, пленарлӑ ларусем, ӑслӑлӑх симпозиумӗсем, тӗрлӗ темăсемпе ларусем, вӗрентӳ семинарӗсем, клиника тишкерӗвӗсем, постер сессийӗ, ҫамрӑк ӑсчахсен конкурсӗ кӗнӗ.
Кăçалхи конгресăн тӗп теми – «Кардиологири наукăпа çӗнӗлӗхсем». Йӗркелӳçӗсем палăртнă тăрăх, вăл кардиологи службин аталанӑвӗн клиникăпа йӗркелӳпе методикине тӗпе хурса мӗнпур енне ҫавӑрса илет. 

Сăнӳкерчӗк: https://minzdrav.tatarstan.ru 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: медицина