Хусанта Пӗтӗм Раççейри тата республикăри олимпиадăсен çӗнтерӳçисене тата вӗсене хатӗрлекенсене чысларӗç
Майăн 28-мӗшӗнче Пӗтӗм Раççейри тата республика олимпиадин призерӗсемпе çӗнтерӳçисем тата вӗсене хатӗрленӗ вӗрентекенсемпе наставниксем Атăлçи патшалăх физкультура, спорт тата туризм университетӗнче пуçтарăнчӗç.
2025 çулта Тутарстан çӗнтерӳçӗсемпе призерсен шучӗпе лидер регион пулнине тӗпӗр хут çирӗплетрӗ, тăваттăмӗш вырăн йышăнчӗ. Пӗлӳ шайӗпе республика тăтăшах рейтингăн иккӗмӗш йӗркине йышăнать, пӗрремӗш вырăнта – Мускав.
Пӗтӗм Раççейри олимпиадăн юлашки тапхăрне Тутарстанран 558 шкул ачи хутшăннă. Вӗсенчен 55-шӗ çӗнтерӳçӗсем, 210-призерсем пулса тăнă. Пӗлтӗрххипе танлаштарсан 21 вырăн ытларах. Олимпипадăсен пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх ТР Раисӗ Рустам Минниханов пулăшнипе çӗнтерӳçӗсем 200 пин тенкӗ, призерсем – 100 пин тенкӗ илеççӗ. Кун валли бюджетран пӗтӗмӗшле 32 миллион тенкӗ уйăрнă.
Кăçал олимпиадăн юлашки тапхăрӗн çӗнтерӳçисемпе призерӗсене 160 вӗрентекен хатӗрленӗ, олимпиадăна хутшăнса вырăн йышăннă кашни ачашăн вӗсене те 86 пин тенкӗ парăнать.
Палăртса хăвармалла, 2025 çулта Тутарстанра Пӗтӗм Раççейри шкул ачисен олимпиадин юлашки тапхăрӗ виçӗ предметпа иртнӗ: искусство (МХК), вырăс чӗлхи тата труд (технологи). Тӗп организатор ТР Вӗрентӳпе наука министерствин патшалăх автономиллӗ вӗрентӳ учрежденийӗ «Республикăри олимпиадăсен центрӗ» пулнă.
Мероприяти шайӗнче «Тутарстанăн чи лайăх вӗренекенӗ-2025» хисеплӗ ята Хусанти 2№ лицей-интернатра 11-мӗш класра вӗренекен Гимран Абдуллин тивӗçрӗ. Ăна пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан предметсемпе ăмăртусенче тата вӗренӳре пысăк çитӗнӳ тунă шкул ачине параççӗ.
ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-службин тата автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев