Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта ваканси ярмӑрккисем иртеҫҫӗ

​​​​​​​Ӗç шыракансем предприятисенчи пушаннă ӗҫ вырӑнӗсем тата вакантлӑ вырӑнсем ҫинчен информаци илӗҫ, кадр службисен представителӗсемпе тӗл пулӗҫ.

Вӗсене ӗҫе вырнаҫма пулӑшӗҫ, ӗҫ ҫинчен тата ӗҫпе тивӗҫтересси ҫинчен калакан саккунсене пырса тивекен ыйтусемпе, патшалӑх гарантийӗсемпе консультаци парӗç.

Паян, сентябрӗн 20-мӗшӗнче, вакансисен мини-ярмарки Хусанти Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрӑн Совет районӗнчи филиалӗнче пулнă.

Сентябрӗн 21-мӗшӗнче ӗҫсӗр рабочисемпе ӗҫ вырăнне улӑштарас текенсене Ново-Савиновски районӗнчи халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен Центр чӗнет.

Вӑхӑт: 10:00 сехетрен пуҫласа 12:00 таран

Адрес: Хусан, Ибрагимов проспекчӗ, 41-мӗш çурт.

Справка телефонӗ: 8 (843) 560-82-99

Ҫавӑн пекех сентябрӗн 21-мӗшӗнче Вахитов районӗнчи Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр Ватӑ ҫынсен кунне халалласа вакансисен ярмаркине ирттерӗ.

Вӑхӑт: 10:00 сехетрен пуҫласа 13:00 таран

Адрес: Хусан, Зинин урамӗ, 3 çурт ("РУЦ" НОУ ҫурчӗ)

Справка телефонӗ: 8 (843) 277-40-51

Сентябрӗн 22-мӗшӗнче хула ҫыннисене Авиастроительнӑй районти Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр Вакансисен ярмаркине чӗнет.

Вӑхӑт: 10:00 сехетрен пуҫласа 12:30 таран

Адрес: Хусан, Копылов урамӗ, 2а çурт (В.И. Ленин ячӗллӗ КДК)

Справка телефонӗ: 8 (843) 570-97-10.

Ӗç шыраса пыракансемшӗн мӗн пур кӳрӗнекен пулăшу тӳлевсӗр.
Владимир Васильев сăнӳкерчӗкӗсем «Татар-Информ»

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев