Хусанти «Алтын минбар» халăхсен хушшинчи кинофестивале Елена Цыплаковапа Любовь Казарновская хутшăнчӗç
Кинофестиваль сентябрӗн 5-мӗшӗнче Г. Камал ячӗллӗ тутар патшалăх академи театрӗн çӗнӗ çуртӗнче уçăлчӗ. Паллă çăлтăрсем шутӗнче Елена Цыплаковапа Любовь Казарновская пулчӗç.
Иртнӗ эрнеренпе Хусанта «Алтын Минбар» Халăхсен хушшинчи кинофестиваль пырать. Программăра кинокăтартăвӗсем, кинематографистсемпе – режиссерсемпе, сценаристсемпе творчествăлла тӗлпулусем, пресс-конференцисем пыраççӗ. Çак хушăра РФ халăх артисткипе, опера юрăçипе Любовь Казарновскаяпа, Раççейӗн театрпа кино артисткипе, кинорежиссерпа, РФ халăх артисткипе Елена Цыплаковапа тӗлпулусем иртрӗç. Елена Цыплакована куракансем ытларах «Гардемарины вперед» нумай сериллӗ кинофильмра Елизавета Петровна патшана выляни, «Мы из Джаза», «Осторожно нофилет» тата ытти нумай фильмран пӗлеççӗ. Кино çăлтăрӗсене хусансем кинофестиваль уçăлнă кун Хӗрлӗ кавир çул çинче курма пултарчӗç. Телейлӗреххисем сăн ӳкерӗнме те.
Сентябрӗн 5-мӗшӗнче пулчӗ церемони. Кăçал вăл Г. Камал ячӗллӗ тутар патшалăх академи театрӗн çӗнӗ çуртӗнче уçăлчӗ. Те хăнăхрӗç ку мероприятие хусансем, те çӗнӗлӗх пит çуккипе кинофестивале уçнă çӗре пит йышлăн пуçтарăнмарӗç. Хӗрлӗ кавир çул çинче паллă артистсене курас тесен ӗлӗкрех çын йышлă пуçтарăнатчӗ. Хусанти мероприятие кино çăлтăрӗсем сахалрах килме пуçланипе те çыхăннă пулӗ ку. Ют çӗршывсенчен паллă режиссерсем, сценаристсем, актерсем килнӗ-ха. Анчах Казахстан, Кăркăсстан, Иран, Египет, Сауд Аравийӗ тата ытти çӗршывсен актерӗсене пӗлсех каймастпăр эпир – вӗсем хăйсем патӗнче тем пек паллă пулсан та.
Кинофестивале ТР Премьер-министрӗ, «Алтын минбар» кинофестивалӗн йӗркелӳ комитечӗн председателӗ Василь Шайхразиев уçрӗ. «Пирӗн кинофестиваль çулран çул пӗршухăшлисене ытларах та ытларах пуçтарать. Заявкăсен шучӗпе рекорд лартрăмăр. Ку пирӗн культура форумӗн авторитечӗпе пӗлтерӗшӗ ӳснине кăтартать», – терӗ Василь Шайхразиев. Унтан ТР Раисӗн Рустам Миннихановăн саламне вуласа пачӗ.
Кинофестиваль уçăлнă ятпа куракансемпе унта хутшăнакансене ТР культура министрӗ Ирада Аюпова та саламларӗ. Ун сăмахӗпе, чи кирли фестивалӗн культура кодне упраса хăварасси.
РФ культура министрӗ Ольга Любимова, РФ Мăсăльмансен тӗн управленийӗн председателӗ, кинофестиваль президенчӗ, тӗп муфтий шейх Равиль Гайнутдин хăйсем килмен, саламлă çыру янă.
2025 çул Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çулӗн паллипе иртнипе кинофестивальте те ку темăран пăрăнса иртмерӗç. Дмитрий Железнов ертсе пыракан капелла «Летят журавли» юрра юрларӗ. Елена Цыплакова вара ятарлă çар операцине халалланă «Письмо с фронта. Сына» сăвва чуна хускатмалла вуларӗ.
Любовь Казарновская кинофестивале кино элчи пек хутшăнма май килнине пысăк чыс тесе палăртрӗ. Хусанта пулнине асăнса кунта тепӗр хутчен пулма хавассине пӗлтерчӗ. Калас пулать, Любовь Казарновская конкурс программине хутшăннă «Отель Онегин» кинора тӗп рольте ӳкерӗннӗ. Çак кунсенче ăна виçӗ хутчен пăхма пулчӗ. Паллă артисткăпа творчествăлла тӗлпулу та иртрӗ премьера хыççăн. Вăл питӗ ăшă лару-тăрура иртрӗ.
Кинофестивале уçнă кун патне таврăнас пулсан церемонире яланхи пек программăна кӗнӗ кашни фильмăн темиçе çекунтлăх тизерӗпе паллашма пулчӗ. Вӗсем тăрăх темӗн калаймăн та, çапах хăш-пӗр картинăсем пӗрремӗш çеккунтсенченех тыткăнлаççӗ. Пăхас килет.
Концерт программине ку хутӗнче Китай юрăçи У Цзинцань тата Конго çынни, халӗ Раççейре пурăнакан Арсен Мукенди ( «Х-фактор. Главная сцена», «Голос» проектсен финалисчӗ), Хусан циркӗн «Сандугач» шоу-балечӗ илем кӳчӗç.
Конкурс программине кӗнӗ фильмсене «Мир» тата «Родина» кинотеатрсенче пăхма пулать. Кӗрес тесен «Татаркино» сайтӗнче регистрациленмелле. Вара тӳлевсӗрех интереслентерекен кинова кайса курма пулать.
Пӗлме: кăçалхи конкурса 67 çӗршывран 845 заявка çитнӗ. Суйлав комиссийӗ вӗсенчен 22 çӗршывăн 54 фильмне суйланă. Пӗрремӗш хутчен заявкăсем Парагвайран, Тайваньрен, Андоррăран, Колумбирен тата Çӗнӗ Гвинейăран килнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев