ХУСАНТИ ÇУЛСЕМ КĂТКĂС, АНЧАХ ПУЛĂХЛĂ
Мартăн юлашки кунӗсенче Хусанта Алексей Максимович Горький çуралнăранпа 155 çул çитнине анлăн паллă турӗç. Юбилей мероприятийӗсем Максим Горький ячӗллӗ урамран пуçланчӗç. Тӳлевсӗр экскурсие хутшăннисем М.Горький тата Ф.Шаляпин ячӗллӗ музей патне çитсе тухрӗç, çыравçăн нумай пулмасть çӗнетсе вырăнне тавăрнă бюсчӗ умне чечексем хучӗç.
Малалла юбилей музейре иртрӗ. Кунта писательпе çыхăннă япаласенчен, сăнӳкерчӗксенчен анлă экспозици йӗркеленӗ. Максим Горький Чулхулара çуралса çитӗннӗ, Хусанта тăватă çул кăна пурăннă, анчах çак тапхăр уншăн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине пӗрре мар асăннă вăл. Ф.Шаляпин тата М.Горький ячӗллӗ музей ертӳçипе Марианна Гавриловăпа пӗр иккӗленмесӗр килӗшетпӗр: «Хусанти çулсем кăткăс, йывăр иртнӗ писателӗн. Анчах пурнăçӗнче Хусан пулман-тăк, çакăн пек тӗнчипе паллă чаплă писатель пулаятчӗ-ши Алексей Максимович?»
Музейре 2018 çултанпа писатель çуралнă кунӗнче Хусан çыравçисене М.Горький ячӗллӗ литература премине парса чыслаççӗ. Çак ырă йăлана кăçал та тытса пычӗç. Уяв программи пуян – экскурсисем иртрӗç, документлă фильмсем кăтартрӗç, писатель творчествине тӗпчесе çырнă çӗнӗ кӗнекесемпе паллаштарчӗç.Халӗ Камско-Устиньски районне кӗрекен Красновидовăра та пулнă Алексей Максимович, пурнăçăн çак тапхăрне те манăçа хăварман йӗркелӳçӗсем.
А.С.Пушкин ячӗллӗ Культура центрӗ те юбилее тӳпе кӗртрӗ – «Горький и Шаляпин: точка отсчета – Казань», Раççейшӗн кăна мар, тӗнче культуришӗн пӗлтерӗшлӗ ӗçсем тунă икӗ юбиляра халалласа курав уçрӗ. Çакăнтах Максим Горький юратнă музыка произведенийӗсенчен йӗркеленӗ концерт программи пăхрӗç юбилее пынисем.
Татьяна БАШКИРОВА
хатӗрленӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев