Хусанти истори паркӗнче иртнӗ курава 4,5 пин ытла ача пырса курнă
РФ Оборона министерствин аслă шкулӗсен «Есть такая профессия Родину защищать!» профориентациллӗ куравне Хусанта 4,5 пин ытла çын пырса курнă. Аса илтеретпӗр, вăл «Россия – Моя история» истори паркӗнче декабрӗн 5 – 9-мӗшӗсенче иртрӗ.
Куравпа шкул ачисем, кадетсем, суворовецсем, юнармеецсем хапăл тусах паллашнине пӗлтереççӗ йӗркелӳçӗсем.

Паянхи кун пирӗн çӗршывра РФ Оборона министерствин çар вӗренӳ заведенийӗсен шучӗ 42-пе танлашать. Çав шутран 22-шӗ асăннă курава хутшăнса хăйсен шкулӗ пирки, унта мӗнле майпа вӗренме кӗме пулни, вӗренӳ еплерех йӗркеленни çинчен каласа панă.
Курава пынисем Пӗрремӗш тӗнче вăрçи, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнчи тата хальхи хӗç-пăшалпа, пилотсăр системăсемпе те паллашма пултарнă.
Ку мероприятин тӗп тӗллевӗ çамрăксене РФ Оборона министерствин аслă çар заведенийӗсене вӗренме кӗмешкӗн агитацилесси пулнă.
Сăнӳкерчӗксем ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-службин тата «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев