Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти Истори паркӗнче Тăван çӗршыв Геройӗсен кунне халалласа курав уçăлчӗ

Паян Хусанти «Раççей – манăн истори» Истори паркӗнче (Оренбург тракчӗ, 8-мӗш çурт, 1-мӗш павильон) Тăван çӗршыв Геройӗсен кунне халалланă профориентациллӗ мероприяти уçăлнă. Вăл «Есть такая профессия Родину защищать!» ятпа иртет. Курава уçнă çӗре ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева тата ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин хутшăннă.

Ку мероприяти «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчӗн шайӗнче иртет. Унăн тӗллевӗ – вӗренекенсен пултарулăхне асăрхаса палăртасси, вӗсен талантне аталантарма пулăшасси. Кун пек мероприятисем шкул ачисене хăйсене килӗшекен профессие суйласа илме пулăшаççӗ.  

Раççей – манăн истори» Истори паркӗнче иртекен куравăн тӗллевӗ – çар профессийӗсемпе паллаштарасси, вӗсен чысне çӗклесси, çар хӗсметне популяризацилесси, çар çынни пулас текен шкул ачисене РФ Оборона министерствин аслă çар пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ заведенийӗсене суйлама пулăшасси.

Раççей Федерацийӗнче паянхи кун РФ Оборона министерствин 42 çар заведенийӗ ӗçлет. Çав шутран Хусанти мероприятие 21-шӗ хутшăнать. Вӗсенче вӗренекен курсантсем Истори паркӗн 19 залӗнче курма килнисене хăйсен учрежденийӗсемпе курав мелӗпе паллаштараççӗ.

Курав декабрӗн 5-мӗшӗнчен пуçласа 9-мӗшӗччен 10.00 сехетрен пуçласа 19.00-ччен ӗçлет. Унта Тутарстан Республикинчи шкулсенче аслă классенче вӗренекенсем, суворовецсем, кадетсем, юнармеецсем килсе курӗç. Парк ӗçченӗсем ашшӗ-амăшӗсене те ачисемпе пӗрле канмалли кунсенче курава килсе курма йыхравлаççӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев