Хусанти Туслăх Çуртӗнче Çӗнӗ çул юмахӗ кăтартнă
Декабрӗн 22-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнчӗ «Аладдин и новогодние чудеса» çӗнӗ çул спектаклӗ пулнă. Мероприятие ятарлă çар операцине хутшăнакансенпе нумай ачаллă çемьесенче пурăнакан, сывлăх енчен çирӗп мар ачасем валли ятарласа хатӗрленӗ. Представление Нумай нациллӗ вырсарни шкулне çӳрекенсем тата Тутарстан Халăхсен ассамблейин тата Туслăх Çурчӗн ӗçченӗсен ачисем те курнă.
Хусанти патшалăх культура институчӗн студенчӗсем куракансене спектакль кăтартнă вăхăтра Хӗвелтухăç тӗнчине ăсатнă. Туслăх, паттăрлăхпа ырăлăх тӗнчине çул кăтартакан асамлă Джинн пулнă. Ку йӗркелӳçӗсем каланă тăрăх, ачасене историе, хăйсен çӗршывне тата ытти культурăсене хисеплеме вӗрентес ӗçре питӗ пӗлтерӗшлӗ. Спектакль курса пӗтерсен ачасем ашшӗ-амăшӗпе пӗрле Нумай функциллӗ зала кайнă, унта вӗсене хаваслă вăйăсем выляттарнă, Хӗл Мучипе тата Юр Пикепе тӗл пулнă.

Хăнасене ТР Халăхсен ассамблейин Канашӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçи, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Ренат Валиуллин, Халăхсен Туслăх Çурчӗн директорӗ Тимур Кадыров, ТР армянсен наципе культура автономийӗн председателӗн çумӗ, Севака Манвелян ячӗллӗ ыркăмăллăх фончӗн ертӳçи Шираз Манвелян, «Преображение» Социаллă фонд ертӳçи Элина Шангараева саламланă. Тӗрлӗ халăх пӗр-пӗринпе çывăхрах пулччăр тесе, пӗр-пӗрне пулăшчăр тесе çакăн пек мероприятисем ирттерни пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртнă.

Ачасем савăннă вăхăтра хӗрарăмсем канма, улшăнма пултарнă. «Преображение» проект ăстисем тӳлевсӗрех вӗсене прическа, макияж тата маникюр тунă. СВО хутшăнакансен арăмӗсемпе, сывлăх енчен çирӗпех мар ачасен амăшӗсем психологсен консультацине илнӗ, хӗрарăмсене массаж тунă.
Уяв кукăльпе чей ӗçнипе тата ачасене Çӗнӗ çул парни валеçнипе вӗçленнӗ.
Мероприятие Тутарстан халăхӗсен Туслăх Çурчӗпе Ассамблейи, Хусанти патшалăх культура институчӗ, Севак Манвелян ячӗллӗ ыркăмăллăх организацийӗ тата «Преображение» Социаллă фонд йӗркеленӗ.
Сăнӳкерчӗксем addnt.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев