Хусанти Туслăх Çуртӗнче #МЫВМЕСТЕ Халăхсен хушшинчи преми клубне çӳрекенсен анлă тӗлпулăвӗ иртрӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти Туслăх Çуртӗнче #МЫВМЕСТЕ Халăхсен хушшинчи преми клубне çӳрекенсен анлă тӗлпулăвӗ иртрӗ

Апрелӗн 10-мӗшӗнче Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче #МЫВМЕСТЕ Халăхсен хушшинчи преми клубне çӳрекенсен анлă тӗлпулăвӗ иртрӗ. Мероприятие Раççейре Халăхсен пӗрлӗхӗн, Тутарстанри Çар тата ӗç паттăрлăхӗн çулталăкӗсем пулнине, Тутарстанри доброволецсен юхăмӗ 20 çул тултарнине халалланă. Унта клубăн çулталăкри ӗçне пӗтӗмлетрӗç, улттăмӗш сезонне пуçларӗç.

Туслăх Çурчӗн 4-мӗш хутӗнче республикăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пуçтарăннă волонтерсем хăйсен ӗçӗсемпе куравсем урлă паллаштарчӗç çак кун. Эпир, чăваш хаçатӗнче ӗçленӗ май, паллах, чи малтан чăвашсене шыратпăр ӗнтӗ кун пек мероприятисенче. Ку хутӗнче те йăхташăмăрсене тӳрех тупрăмăр: Аксу районӗнчен «СВОих не бросаем Аксубаево» волонтерсен центрӗн ертӳçипе Александр Убейкинпа пӗрле кунта Роман Сулейманкин тата Саврăшпуçӗнчи волонтерсен «Кто, если не мы?» ушкăнӗнчи Татьяна Максимова (ертӳçӗ), Галина Чернова, Лидия Музилеева, Ирина Егорова тата Михаил Максимов килнӗ. Тӳрех палăртса хăвармалла, саврăшпуçсем хăйсем хăш наци çынни пулнине яланах уççăн пӗлтереççӗ, вăтанса ытти халăх хушшинче вырăсла калаçса çӳремеççӗ. Акă хальхинче те салтаксем валли кашни кун тенӗ пек маскировка сетки çыхма çӳрекен маттур хӗрарăмсем илемлӗ тӗрӗллӗ чăваш кӗпипе, хушпупаччӗ. Мероприятие килнӗ çынсенчен нумайăшӗ вӗсемпе сăн ӳкерӗнме кăмăл турӗç, уйрăмах çамрăксем нумай пулчӗç вӗсен йышӗнче.

Аксу волонтерӗсем #МЫВМЕСТЕ клубăн тӗлпулăвне «3D-арсенал «СВОих не бросаем Аксубаево»: разработки, которых нет в уставе» курав хатӗрлесе килнӗ. СВО пуçланнăранпах салтаксем патне гуманитари пулăшăвӗ леçме çӳрекен Александр Убейкин 3D-принтер пулăшнипе хамăр салтаксене дронсенчен сыхланма питӗ кирлӗ изделисене туса хатӗрлени пирки каласа пачӗ. Палăртса хăвармалла, ку разработкăсене аксусем хăйсем шутласа кăларнă. «Штурмовиксене мӗнпе пулăшма пултаратпăр-ши тесе пуç ватрăмăр. Вара шутласа кăлартăмăр автомата ӗçлӗхрен кăларма пултаракан издели. Салтаксем питӗ ыйтаççӗ вӗсене, эпир килессе кӗтсех тăраççӗ. Артиллеристсем валли те усă кӳрекен япаласем тăватпăр эпир. Çак изделисене тăвакан принтерсем волонтерсен 8, манăн хамăн та 3-шӗ ялан ӗçлесе лараççӗ. Тата пирӗн Аксу районӗн пуçлăхӗ Алмаз Минвазыхович Мингулов шкулсене 3D-принтерсем туянса пачӗ. Халӗ шкул ачисем те хутшăнаççӗ ку ӗçе. Эпир вӗсене кирлӗ материалпа тивӗçтеретпӗр, программа лартса паратпăр та вӗсем салатксене кирлӗ изделисене хатӗрлеççӗ», – каласа парать Александр Алексеевич.

Çакăнтах Хусанти «Zа Победу! Казань» ыркăмăллăх организацийӗн хастарӗсемпе те паллашрăмăр. Унăн ертӳçи, Хусан хулин Думин депутачӗ Евгения Коцарь хăйсен ӗçӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. Евгения Руслановна каланă тăрăх, «Zа Победу! Казань» малтан волонтерсен ушкăнӗ пек йӗркеленнӗ, халӗ ăна регистрациленӗ. Халӗ организацин Хусанта 6 пункт ӗçлет, вӗсенче 200 ытла волонтер тăрăшать. Тӗп штабӗ Дербышкинче вырнаçнă. Салтаксем валли тумсем çӗлеççӗ, маскировка сеткисем çыхаççӗ, сувенирсем туса сутаççӗ, гуманитари пулăшăвӗ пухса салтаксене леçсе параççӗ. Евгениян хăйӗн мăшăрӗ те СВОра, çавăнпа вăл ку ӗçе – салтаксене пулăшассине – йӗркелесе янă та. Тăватă хутчен гуманитари пулăшăвӗ леçме кайса та килнӗ салтаксенни пек позывной ят та пур (Тайга) маттур хӗрарăм.

Çакăнтах «Победа» Доброотрядăн, «Добрая Казань» коммерцилле мар ыркăмăллăх организацийӗн, ТР Ветерансен союзӗ çумӗнчи Доброволецсен пӗрлӗхӗн, «Молодежка Народный фронта» командăн, «Молодая Гвардия Единой России» пӗрлӗхӗн Тутарстанри Гуманитари центрӗн хастарӗсем мастер-классем кăтартрӗç, хăйсен ӗçӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗç.

Экскурси хыççăн #МЫВМЕСТЕ клуба çӳрекенсем çавра сӗтел ирттерчӗç. Унта ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ, Халăхсен ассамблейин Канашӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Ренат Валиуллин, ТР Халăхсен Туслăх Çурчӗн директорӗ Тимур Кадыров, ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин Гражданла патриотизм уйрăмӗн пуçлăхӗ Павел Таланов хутшăнчӗç. Вӗсем волонтерсене тав туса нумай ăшă сăмах каларӗç, хӳтӗлевçӗсене пулăшма хăйсен тавра нумай çынна явăçтарма пултарнăшăн тав турӗç.

Тӗлпулăвăн чыслав пайне #МЫВМЕСТЕ клубăн ертӳçи, ТР Культура министерстви çумӗнчи Обществăлла канашăн пайташӗ Эльвира Рысаева уçрӗ. Вăл #МЫВМЕСТЕ клуб пӗлтӗрхи ӗçне кура чи лайăх клубсен йышне кӗнине палăртрӗ.

Мероприятире клубăн хастарӗсене чысларӗç. Пухăннисем валли концерт та кăтартрӗç. 

Вера АЛЕКСАНДРОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.


«#МЫВМЕСТЕ»

Нет комментариев