Хусанти халăхсен хушшинчи аэропорт кăçал 5 миллиона яхăн çын йышăннă
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти халăхсен хушшинчи аэропорт кăçал 5 миллиона яхăн çын йышăннă

Çулталăк пуçланнăранпа аэропорт услугисемпе усă курнă çынсен шучӗ 5 миллиона çитнине пӗлтерет аэропортăн пресс-служби.

Кăçал аэропортӑн маршрут сетьне анлӑлатас ӗçӗ малалла тӑсӑлнӑ. Паян Хусантан Шанхая пӗр самолетран тепӗр самолета куçмасăр çитме пулать. Кемеровăна, Ӗпхӗве, Мурманска, Улан-Удэне, Еревана, Ташкента рейссем уçăлнă. Унсăр пуçне Батумине, Тайланда тата Гоана самолетсем каллех вӗçме тытăннă.

Каласа хăвармалла, Хусан хулинчен самолетпа 82 çӗре çитме пулать, вӗсенчен 31-шӗ Раççей тулашӗнчисем.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.


аэропорт

Нет комментариев