Ял хуçалăх ярмăрккисем халăха кирлӗ
Ял хуçалăх производителӗсене ярмăрккăсенче хăйсен продукцине тӳрремӗнех сутнăран республика транспорт расхучӗсене саплаштарать.
ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗн пӗрремӗш çумӗ Николай Титов ТР Правительство Çуртӗнче çак кунсенче иртнӗ ларура пӗлтернӗ тăрăх, республикăри хуласенче шăматкунсенче иртекен ял хуçалăх ярмăрккисенче 345 миллион тенкӗлӗх продукци сутнă. Халăх 525 тонна аш-какай,133 тонна сӗт, 256 тонна песок, 5,8 тонна пахча çимӗç тата 3,2 миллион штук çăмарта туянма ӗлкӗрнӗ. Паллах, лавккасенчен йӳнӗрех хакпа. Н.Титов сăмахӗсем тăрăх, суту-илӳ сечӗсенчен 20-30 процент йӳнӗрех кунта. Хаксене ял хуçалăх производителӗсемпе ларура палăртнă. Хăйсен продукцине тӳрремӗнех сутнăран вӗсене транспорт расхучӗсене саплаштараççӗ. Ял хуçалăх ярмăрккисем хула çыннисене çав тери кирлине ТР Президенчӗ Р. Минниханов та палăртнă. Хула ертӳçисене фермерсене сут-илӳ тума лайăх условисем туса пама, ял çыннисемшӗн ярмăрккăсем çăмăл маррине, çавăнпа вӗсемпе тӗл пулса вӗсене çак çăмăл мар ӗçсемшӗн тав тумаллине каланă. ( Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев