Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Явапа туйманнисемшӗн меллӗ закон ку

Влаçрисем мӗнле те пулин сăлтава пула пенсие тухиччен ӗçрен кайма тивнине шута илнӗ пулас, çынсене «пулăшма» шутланă...

Нумай пулмасть таксире ӗçлекен пӗр пӗлӗш интереслӗ пулăм çинчен каласа пачӗ. Çак кунсенче ăна пӗр депутата, мӗнле-тӗр мероприяти хыççăн лайăх хăналаннăскере, килне леçсе хăварма тивнӗ. Таксистсем, хăш чухне лайăх психолог пекех, çын чунне уçма пӗлеççӗ. Ют çынна урăх курмассипе-и, пассажирӗсем те никама каласа паманнине уçса параççӗ. Хӗрӗнкӗ депутат тем çинчен те сӳпӗлтетнӗ. Юлашкинчен чăтса тăрайман: «Пӗлетӗн-и, эпӗ малтан та депутатсем лайăх пурăннине  тӗшмӗртнӗ, анчах çа-а-ав таранчченех пылак пуласса тӗлленмен те», – тенӗ çавскер мухтанса.

Тӗрӗсех калать депутат, унăнни пек ӗç укçипе, полномочисемпе, çăмăллăхсемпе такама та пылак пулӗччӗ. Пенси реформине йышăнни те, налог ӳстерни те нимӗн те мар пулӗччӗ. Паянхи хаксемпе, чăнах та, Раççейре чиновниксене кăна пурăнма канлӗ. Депутатсем те, власть та тахçанах пире ăнланма пăрахнă. Урăхла мӗнле ăнлантарма пулать-ха çӗнӗрен те çӗнӗ, ăссăрла закон проекчӗсене пăхса тухма тăратнине? Пӗрне сӳтсе явма ӗлкӗрейместпӗр, тепри черет­ре тăрать. Те тӗлӗкре тӗлленнине сӗнеççӗ депутатсем? 

Пенси çулне ӳстерме шутлани халăхра пысăк резонанс çуратрӗ. Нумайăшне пенсие тухиччен пурăнса çитейменни, ватăлса çитсен ăна ӗç паракан ӗçрен кăларасси, пенси илме пуçличчен мӗнпе пурăнасси пăшăрхантарать. Кун пек реформăна йышăниччен малтан халăхăн социаллă пурнăçне, унăн тупăш шайне ӳстерни, ӗç рынокне тирпейлесен лайăх­рах мар-ши? Пенси çулне ӳстерни, ман шутпа, ӗç паракана та тивӗçтермест. Вӗсене, паллах, вăйпитти, çӗнӗ технологисене алла илнӗ, конкурентлă специалист ытларах интереслентерет. Ӗç паракана пулăшас тесе-ши, Ӗçпе социаллă хӳтлӗх минис­терстви Раççей Федерацийӗн «Ӗç кодексне» «Ӗç параканăн шанчăкӗнчен тухнипе ӗçрен кăларни» закон проектне Патшалăх Думине пăхса тухма сӗннӗччӗ. Раççей гражданӗсен интересӗсене хӳтӗлеме тивӗçлӗ министерствăран социаллă сетьсенче çивӗччӗн тăрăхланипе-ши, ку пуçару тавра шăв-шав лăпланчӗ.

Çак кунсенче тепӗр закон проектне çӗнетме шутланă. Кунта ӗнтӗ влаçрисем мӗнле те пулин сăлтава пула пенсие тухиччен ӗçрен кайма тивнине шута илнӗ пулас, «пулăшма» шутланă. Çук, патшалăх бюджетӗнчен пособи парасси пирки сăмах пымасть. «Çемье кодексӗн» 87-мӗш статйипе килӗшӳллӗн, инвалид ашшӗ-амăшне ачин алимент тӳлемеллех, анчах статьяна тӳрлетӳсем кӗртсе вӗсем халӗ алимента инвалид пулмасан та тӳлеттерме шутлаççӗ ахăр. Йӗркеллӗ çын нихăçан та хăй ашшӗ-амăшне пăрахмӗ, вӗсене вăл законсăрах пулăшса пырать. Закона çӗнетӳсем кӗртес пулсан, малашне амăшӗ – 55, ашшӗ 60 çул тултарсан ачи-пăчин вӗсене алимент тӳлесе тăма тивет. Ку хăйех йӗркеллӗ çынна кӳрентерет. «Çемье кодексӗн» докуменчӗ патне хатӗрленӗ хушма çырура ӗçлес пултарулăха çухатнă ашшӗ-амăшне ачи-пăчин пăхса пурăнмалла, алимент тӳлемелле тесе çырнă. Çавăн пекех ку алимента илме мăшăрсем те тивӗçлӗ, çав шутра уйрăлнисем те, тетӗшсемпе-аппăшсем, асанне-асатте-кукамай-кукаçисем, амаçури амăшсемпе тăван мар ашшӗсем те. Эпир çак законсăр хамăрăн атте-аннесене пăхаймастпăр-ши вара? Ку закон йӗркесӗр çынсемшӗн шăпах  вырăнлă: ачисене пăхнă çӗре хутшăнман ашшӗне е амăшне, ватлăхра тăрук хăйсен ачисем пуррине аса илнисене, тăван мар ачисене кун кăтартман амаçури амăшсене, списока тата та тăсма пулать. Ăнсăртран йӗркеллех пурăнакан çыннăн таçтан халиччен куçпа курман пиччӗшӗ е йăмăкӗ сиксе тухма пултарать. Янтине Раççейре юратаççӗ. Явапа туйман хăш-пӗр çынна тăн кӗртме кирлӗ те пуль кун йышши закон. Анчах ăна паян сӗннӗ пек шайра йышăнма юрамастех. (М.Захаров сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество