Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ырă кăмăллă та таса чун-чӗреллӗ çынсене тӗл пулни ҫырма хавхалантарать

Поэзире «Нарспи» поэмăна çитекенни çуках чăваш литературинче. Эп ăна куççульсӗр вулаймастăп.

Ангелина Павловская – чăвашсен паллă прозаикӗ. Вăл Вӑрмар районӗнчи Пӗчӗк Енккассинче ҫуралнӑ. Чылай ҫул шкул ачисене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ, библиотекарьте тăрăшнă. Вулакансем унăн «Ыраш шăркана иккӗ лармасть», «Раштав саламӗ» тата ытти хайлавӗсене юратса вулаççӗ. Чăваш кӗнеке издательствинче Ангелина Ивановнăн «Саланнӑ кӗлте», «Сапаскар хӗрӗ», «Вӗрене шывӗ те пылак» романӗсем кун çути курнă. «Литературăллă Чăваш Ен: чи вуланакан кӗнеке» республика конкурсӗнче унăн кăларăмӗсем пӗрре мар çӗнтерӳçӗ пулса тăнă: «Сапаскар хӗрӗ» 2012 çулта «Чи вуланакан кӗнеке» ята тивӗçнӗ, 2014 – 2015 çулсемшӗн вара – «Вӗрене шывӗ те пылак» чи вуланаканнисен шутне кӗнӗ. 2019 çулта Чăваш кӗнеке издательствинче А.Павловскаян «Караслă пыл» романӗ пичетленсе тухрӗ.

– Мӗн вăл сирӗншӗн литература?
– «Литература вăл – пурнăç. Пурнăçа лайăхрах пӗлес тесен ытларах ăслă кӗнеке вуламалла», – тесе тытатăп кӗнекене алла.
– Мӗн хавхалантарать сире çырма?
– Ырă кăмăллă та таса чун-чӗреллӗ çынсене тӗл пулни, вӗсемпе паллашни. Вӗсен ырă ӗçӗ нихăçан та йӗрсӗр çухалмасть, ыттисене вăй-хал парса, хавхалантарса пырать.
– Юратнă поэт, прозаик.
– Александр Пушкин, Николай Некрасов, Сергей Есенин, Константин Иванов, Çеçпӗл Мишши, Юрий Сементер.
– Юратнă кӗнеке.
– Джек Лондонăн, Илпек Микулайӗн, Леонид Агаковăн кӗнекисем. Поэзире «Нарспи» поэмăна çитекенни çуках чăваш литературинче. Эп ăна куççульсӗр вулаймастăп.
– Май пулнă-тăк, мӗнле çыравçăпа тӗл пулса калаçнă пулăттăр тата мӗншӗн шăпах унпа?
– Джек Лондон умӗнче çӗре çити пуç тайнă пулăттăм, Константин Иванова ӳпке чирӗнчен сывалма, сипленме пӗтӗм гонорара панă пулăттăм.
– Пурнăç девизӗ.
– Пурнăç çав тери кăткăс. Ан парăн, ан такăн, ан ӳк! Çирӗп пул, йывăрлăха çӗнтерме пӗл.
– Хайлава çырса пӗтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сӗнӗвӗ сирӗншӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ?
– Пурччӗ ман пӗр тус, Клавдия Ивановна Юрьева, чăваш чӗлхи учителӗ. Пурнăçа та, литературăна та питӗ тӗрӗс ăнланатчӗ. Кăçалхи август уйăхӗнче пирӗнтен уйрăлса кайрӗ. Унашкал анлă тавракурăмлă, ăслă тус манăн урăх çук.

Ольга ИВАНОВА хатӗрленӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Ангелина Павловская.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев