Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ыран «Никрут юрри» фестиваль-конкурсăн финалӗнче «Сувар» çырăнакансене парне кӗтет

Ыран, майăн 16-мӗшӗнче, Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче (Павлюхин урамӗ, 57-мӗш çурт) «Никрут юрри» салтак юррисен фестиваль-конкурсӗн финалӗ иртет.

Унта зонăри турсенче çӗнтернӗ коллективсемпе уйрăм юрлакансем хутшăнаççӗ. Аса илтеретпӗр, асăннă фестиваль-конкурсăн зонăри тапхăрӗсем март-апрель уйăхӗсенче Аксу, Пăва, Çӗпрел тата Нурлат районӗсенче иртрӗç.

«Никрут юрри» фестиваль-конкурса Тутарстан Республикинчи Чăваш наципе культура автономийӗ ТР Раисӗн гранчӗпе ирттерет.

Мероприяти 11.00 сехетре пуçланать.

Туссем, тата çакăн пек пӗлтерӳ пур: ыран «Никрут юррин» финалне курма, хутшăнма пыракансен «Сувар» хаçата 2026 çулăн 2-мӗш çур çулӗ валли çырăнма май пур. Редакци ӗçченӗсем хаçат çырăнакансен хушшинче парнесем вылянтараççӗ.

Эппин пурне те кӗтетпӗр!

 

Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Никрут юрри - 2026