Ырантан ял хуçалăх ярмарккисем уçăлаççӗ
Тутарстанра ырантан, сентябрӗн 13-мӗшӗнчен, кӗрхи ял хуçалăх ярмарккисем ӗçлеме пуçлаççӗ. Хусанта 14 площадкăра, Çырчаллинче, Анат Камăра, Ешӗлварта икшер, Анат Кама районӗнчи Камские Поляны хула евӗрлӗ поселокра пӗрер вырăнта тавар туянма май пулӗ.
Хула çыннисем валли фермерсем нумай тӗрлӗ паха çимӗç – хур-кăвакал, чăх-чӗп, ӗне, сысна ашӗ, кăлпассипе сыр тавраш, пахча çимӗç, сӗт юр-варӗ, сахăр песокӗ, тип çу, çăнăх, канфет-пӗремӗк тыты ытти – кӳрсе килеççӗ.
Тӗп хулара çак вырăнсенче ӗçлеççӗ площадкăсем:
Агропарк умӗнчи площадкăра Саба, Балтаси, Арск тата Кукмор районӗсен ял хуçалăх ӗçченӗсен таварне туянма пулӗ;
Липатов урамӗнчи 7-мӗш çурт çывăхӗнче – Аксупа Элкел;
Ямашев урамӗнчи 71 «а» çурт тӗлӗнче – Çӗнӗ Шуçăм, Спас, Кайпăç тата Тури Услон;
Ленинградская урамӗнчи 27-мӗш çурт патӗнче Пӗтреçпе Çӳлту;
Краснококшайская урамӗнчи 150/2-мӗш çуртпа юнашар – Камско-Устьинскипе Теччӗ;
Батыршин урамӗнчи 20-мӗш çуртпа юнашар – Пăвапа Çӗпрел;
К.Тинчуринпа Татарстан урамӗсем хӗресленнӗ çӗрте – Атняпа Тюлячи;
Çӗнтерӳ проспектӗнчи 46 «в» çурт тӗлӗнче – Алексеевскипе Лайăш;
«Салават Купере-2» комплексра – Мамадышпа Нурлат;
«Çӗнӗ Тура» технополисра – Ешӗлвар;
Осиново поселокӗнчи Садовая урамӗнчи 9-мӗш çурт патӗнче – Рыбно-Слободскипе Апас фермерӗсен продукцийӗсене туянма пулать.
Çырчалли хулинче ярмарккăсем Габдулла Тукай çыранӗнче, Чулман урамӗнче ӗçлеççӗ. Кунта Сарман, Мӗслӗм, Тукай, Актаныш, Мензеле, Менделеевски, Агрыз сутуçисем хăйсен таварне сӗнӗç. Анат Кама хулипе Камские Поляны поселокра пурăнакансен вырăнти тата Заинск районӗнчи фермерсен таварне туянма май пулать.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев