Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЮНПА ПĔВЕННĔ 200 КУН

Паян Сталинград патĕнче нимĕç çарне çĕмĕрсе тăкнă кун!

Паян Раççейре Çар мухтавĕн кунĕ, 1943 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче Сталинград патĕнче нимĕç фашисчĕсене çĕмĕрсе тăкнă. Ăна 1995 çултанпа кăна паллă тăватпăр пулин те юнпа пĕвеннĕ çак 200 куна, Сталинград патĕнчи хăрушă çапăçăва, эпир манман, манма та пултарайман.Çав вăхăтра пирĕн çар кашни кварталшăн, кашни çуртшăн çапăçнă. Хулари тĕп вокзал кăна алăран алла 13 хутчен куçнă. Чăтма çук йывăр пулсан та, пирĕн салтаксем, халăх çĕнтернĕ. Гитлерăн 1942 çула палăртнă планĕ пурнăçланман, лекмен ăна Кавказăн нефтьлĕ районĕсем, çăкăрлă Кубаньпе Дон. Сталинград патĕнчи çапăçусенче миллион ытла совет салтакĕпе офицерĕ паттăрла пуç хунă. Кунта вырăнти халăх çинчен те манмалла мар.Тăшман пуля-снарячĕн çумăрĕ айĕнче те вĕсем пирĕн салтаксене танксене, ытти орудие юсаса пулăшса тăма пултарайнă. Мĕнле? Кăна ăспа ăнлантарма çук, хурав - вĕсем Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ.Чыс та мухтав совет салтакне, чыс та мухтав Раççей çыннине! (К.Малышев сăнÿкерчĕкĕ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: История