Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«За благодеяние» палла пӗрремӗш хут çар пачăшки тивӗçнӗ

САМАРА облаçӗнчи Кинель епархийӗн клирикне, мотострелоксен Александрия бригадин салтакӗсемпе ӗçлекен Михаил иерее (Советкина) сайра парăнакан «За благодеяние» патшалăх наградипе чысланă. Указа РФ Президенчӗ В.Путин алă пуснă, тесе хыпарлаççӗ Самарăри хыпар хатӗрӗсем. СВО пуçланнăранпа ку наградăна тивӗçнӗ пӗрремӗш çар пачăшки вăл.

Пӗтӗмпе «За благодеяние» паллăпа 81 çынна наградăланă. Михаил иерей СВОна пӗрремӗш хут 2022 çулхи апрель уйăхӗнче Мăнкунра кайнă. Халӗ те час-часах передовойӗнче кӗлӗсем вулать. Хăй каланă тăрăх, унăн тӗллевӗ — кӗлӗ вуласси, çар çыннисене йывăрлăхсене çӗнтерме пулăшакан кӗлӗсем вӗрентесси. «Эпӗ передовойӗнче чух вилекенсемпе аманакансем сахалрах», — тет кун пирки вăл. Ятарлă çар операцийӗ çар пачăшкишӗн пӗрремӗш вăрçă мар, Афганистанра çарта тăнăскер каярах çар пачăшки пулса Карабахра, Сирире пулнă. Юлашки 10 çулта чылай вăхăта хӗç-пăшаллă хирӗçтăрусем пыракан вырăнсенче ирттерет. 

УЛЬЯНГОВСКРИ çӳллӗ технологиллӗ дронсем шутласа кăларакан конструктор бюровӗ хальхи вăхăтра тепловизорлă дрон-разведчиксем хатӗрлессипе ӗçлет. Ятарлă çар операцине ăсатнă 4 пин ытла дрон шутне Ульяновскра кăларнă «Пиранья», «Разведчики», «Камикадзе» дронсем те пур. Айрат Гибатдинов сенатор сăмахӗсемпе, беспилотниксем Оборона министерствин мӗнпур тӗрӗслевне иртнӗ, ятарлă çар операцийӗнче техникăна салтаксем питӗ ырлаççӗ. Çитес вăхăтра СВОна дронсен черетлӗ партине ăсатма хатӗрленеççӗ.
 
ПУШКĂРТСТАН. Выльăхсен шутне клонировани тата ЭКО мелӗсемпе 10 хут ӳстерме пултарассине хыпарлать ufa.rbc.ru. Пушкăртстан аграри университечӗн никӗсӗнче Ял хуçалăх выльăх-чӗрлӗхӗн эмбриологипе генетика технологийӗсен центрне туса хунă. Клонировани тата ЭКО пулăшнипе çулталăкне 40 пин ăратлă выльăх эмбрионне илме май парать вăл. Кунсăр пуçне сысна генне хакламалли система та туса хунă кунта. Йоркшир ăрачӗллӗ 4 пин сыснан генне тӗрӗслесе выльăх йăх парассипе параймассине пӗлнӗ. Система 60 процент чухлӗ тӗрӗс прогноз тăвать иккен. Ген технологийӗсем пулăшнипе Раççей предприятийӗсем малашне ăратлă выльăх-чӗрлӗхе ют çӗршывсенчен кӳрессе кăна кӗтмӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество