Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Заинск тата Менделеевск районĕсене çитсе курнă

Тутарстан Республикин Раисĕ Рустам Минниханов Заинск районӗнче пулнӑ, унта юсав хыççӑн уçнă гимназие пӑхса тухнӑ, «Дулкын» бассейна уçнӑ çӗре хутшӑннӑ, çавӑн пекех аграрисемпе тӗл пулса уй-хирсенчи хальхи лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ.

Менделеевск районне çитнӗ хыççӑнах Рустам Минниханов район пуçлӑхӗпе Радмир Беляевпа тата «Аммоний» АО директорӗпе Дмитрий Макаровпа пӗрле «Аммоний» АО çитсе курнӑ, унта çӗнӗ проектсемпе паллашнӑ, коллективпа тӗл пулнӑ. Предприятире дизель двигателӗсене газсенчен тасатмалли реагент туса кӑларма цех уçасси пирки пӗлтернӗ.

Каярах районти военкомат ӗçӗ-хӗлӗпе паллашнӑ, 3 № «Менделеевăн тӑхӑмӗсем» химипе технологи лицейне кĕрсе тухнӑ, «Атмосфера» артобъекта уçнă çĕре хутшăннă.

Сăнӳкерчĕк rais.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Раис РТ