Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Заводра ӗçлекенсен айфон çинчен манма тивет

«КамАЗ» ПАО сотрудникӗсен ӗçре малашне Apple кăларнă пӗр гаджетпа та усă курма, вăӗсене корпоративлă SIM-карттăсем лартма юрамасть. Мӗншӗн тесен чи кирлӗ информаци Америкăн хăрушсăрăх службин аллине лекме пултарать.

«КамАЗ» ПАО генеральнăй директорӗ Сергей Когогин çак кунсенче завод сотрудникӗсен ӗçре Apple брендлă электронлă хатӗрсемпе усă курма юраманни çинчен хушăва алă пуснă, тесе пӗлтерет РБК Татарстан «Вести КамАЗа» корпоративлă кăларăмăн хыпарӗ çине таянса. Сăмах кунта телефон çинчен кăна мар, сехет, планшет, ноутбук, стационарлă компьютерсемпе ытти техникăсене те пырса тивет. Ӳлӗмрен вӗсенче пӗринче те автопромăн корпоративлă SIM-карттисем пулмалла мар. Çавна кура «КамАЗăн» информаци системине малашне Apple гаджечӗсем курма пăрахаççӗ. Сăлтавӗ – информаци сыхлавӗ енчен çак хатӗрсем шанчăклă марринче иккен. ФСБ Apple производителӗ АПШ наци хăрушсăрлăхӗн службипе тачă çыхăнура пулнине пӗлнӗ.

Çак сăлтавпа кăçал июль уйăхӗнче суту-илӳпе промышленность, çутӗç министерствисем, «Ростех» корпораци тата ытти ведомствăвсемпе организацисенче Apple брендлă электронлă устройствăсемпе усă курма чарнă. Çӗршывăн социаллă экономикишӗн çав тери пӗлтерӗшлӗ предприятисемпе ведомствăсем малашне пӗри те Америка гаджечӗсемпе усă курмӗç. Çав шутра «КамАЗ» ПАО та, мӗншӗн тесен вăл та çӗршывăн пӗлтерӗшлӗ предприятийӗ шутланать. Çавăнпа завод ӗçченӗсене асăннă производителӗн гаджечӗсемпе усă курма чарнинчен тӗлӗнмелли çук.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество