News by date 13 May 2026
-
KazanForum халăхсен хушшинчи экономика форумӗн куравӗсем ӗçлеме пуçларӗç
Халяль продукцийӗн, çурт-йӗр строительствин тата ытти куравсене çитсе курсан тепӗр хутчен пурнăç пӗр вырăнта тăманнине туйса илетӗн. Çӗнӗ технологисем çӗнӗ майсем туса параççӗ. Шăп çавăнпа усăллă та «КазаньФорум» мероприяти. Вăл пурнăçран юлмасăр региона аталантарма, тӗнче шайне тухса пыма хистет.
-
«Ночь музеев» в Кремле
16 мая Казанский Кремль приглашает гостей и жителей города на Всероссийскую акцию «Ночь музеев». Темой акции станет «Родное», что перекликается с проведением в России Года единства народов
-
Май. Хусан. Рудольф Нуриев
Майăн 12-мӗшӗнче Хусанти М.Джалиль ячӗллӗ Тутар патшалăх академи оперăпа балет театрӗнче XXXIX Р.Нуриев ячӗллӗ Халăхсен хушшинчи классика балечӗн фестивалӗ пуçланчӗ
-
Хусан Шираз (Иран) тата Газиантеп (Турци) хуласемпе туслашма хатӗрленет
Май уйăхӗн 12 – 17-мӗшӗсенче Хусанта иртекен «Россия – Исламский мир: КазаньФорум» халăхсем хушшинчи экономика форумӗнче Тутарстан тӗп хули Ширазпа тата Газиантеп хулисемпе туслашас (побратимство) ыйтăва та сӳтсе явнă. Геополитика лару-тăрăвӗ лайăхлансанах Иран çӗршывӗн чи илемлӗ хулипе Шиазпа килӗшӗве алă пусассине, кун валли килӗшӳ хатӗрпе пӗреххине Хусан мэрӗ Ильсур Метшин паян журналистсемпе тӗл пулсан пӗлтерчӗ.
-
2028 çултан 9-мӗш класра вӗренекенсен историпе экзамен тытмалла пулать
2028 çултан пуçласа 9-мӗш класс пӗтерекенсен Патшалăхăн пӗтӗмӗшле аттестацине иртме историпе экзамен тытмалла пулать. Çакăн пирки Рособрнадзор ертӳçи Анзор Музаевпа РФ Правительствин Председателӗ Михаил Мишустин çак кунсенче ӗçпе тӗл пулсан сӳтсе явнă.
-
KazanForum: «Хусан Экспора» куçман пурлăхпа çыхăннă Халăхсем хушшинчи куравпа конференци ӗçлеме пуçларӗ
Паян, май уйăхӗн 13-мӗшӗнче, KazanForum экономика форумӗн яланхи площадкинче, «Хусан Экспо» курав центрӗнче, куçман пурлăхпа çыхăннă International Property Market (IPM) 2026 Халăхсем хушшинчи куравпа конференци хăй ӗçне пуçларӗ. Кăçал ăна строительство индустрийӗнче искусствăлла интеллектпа усă курас темăна халалланă.
-
Хусанта вунă çӗршыв артисчӗ сцена çине тухать
Май уйăхӗн 12-17-мӗшӗсенче Хусанта иртекен Kazan Forum халăхсен хушшинчи экономика форумӗн хӳттипе май уйăхӗн 15-мӗшӗнче Г.Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх академи театрӗнче «Ночь единства и преданности: Голос сердца» халăхсем хушшинчи гала-концерт пулать.
-
Ялсенче финанс услугисен меллӗрех пулса пыраççӗ
Тутарстанра финанс инфраструктури çулсерен аталанать. Банкоматсем е банк офисӗсем çук ялсенче çăмăллатнă пулăшу формачӗсем ӗçлеççӗ. Вӗсем хушшинче банксен мобильлӗ офисӗсем тата магазинсемпе заправкăсенче кассăран укçа илме май пурри.
-
Кивӗ Чакă историйӗн пӗрремӗш кӗнеки тухрӗ
Н.М. Кузьмин çырнă «История Нижнечекурского сельского поселения» кӗнеке хăтлавӗ майăн 8-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Чакă ялӗнчи Культура çуртӗнче иртрӗ.
-
СВО ветеранӗсем полицие патрульлеме пулăшӗç
Республикăра кăçал ятарлă çар операцин ветерансенчен тăракан «Дуслар» организаци ӗçлеме пуçлать. Унăн тӗп тӗллевӗ – полиципе пӗрле йӗркене хураласси.