Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

KazanForum халăхсен хушшинчи экономика форумӗн куравӗсем ӗçлеме пуçларӗç

Халяль продукцийӗн, çурт-йӗр строительствин тата ытти куравсене çитсе курсан тепӗр хутчен пурнăç пӗр вырăнта тăманнине туйса илетӗн. Çӗнӗ технологисем çӗнӗ майсем туса параççӗ. Шăп çавăнпа усăллă та «КазаньФорум» мероприяти. Вăл пурнăçран юлмасăр региона аталантарма, тӗнче шайне тухса пыма хистет.

Паян «КазаньФорум» площадкинче харăсах темиçе курав ӗçлеме пуçларӗ. Вӗсенчен пӗри – «Казань Халяль Маркет», вăл Хусанти  агропаркра уçăлчӗ. Павильонсенче халяль стандарчӗсемпе хатӗрленӗ пылак тата ытти апат-çимӗç, специсем, тумтирпе косметика, наци товарӗсем – Раççей регионӗсенчен те, ют çӗршывсенчен те.

КАЗАНЬФОРУМ 2026. Официальное открытие Международной торговой ярмарки Kazan Halal Market

Кăçал ярмаркăна Раççейӗн 11 регионӗпе ют çӗршывсен пурӗ 100 яхăн компанийӗ хутшăннă. Кашни хăйӗн стендне илӗртӳллӗ пуçтарма тăрăшнă.

Курава уçнă çӗре форумăн хисеплӗ хăнисем, делегатсем хутшăнчӗç. «Республикăра ярмаркăсем ирттерни ырă йăла. Вӗсем унта хутшăнакансене çӗнӗ ӗçлӗ çыхăнусем йӗркелеме пулăшаççӗ», – терӗ ТР Раисӗ Рустам Минниханов курава уçнă çӗрте. Ун сăмахӗпе, халяль индустрийӗ апат-çимӗç чиккинчен тухса глобальлӗ экономикăн пайӗ пулса тăрать. Вăл миллионшар çынна пӗрлехи культура тата кăмăл-сипет хаклăхӗсемпе пӗрлештерет. Рустам Минниханов Тутарстан ислам экономикине аталантарассипе ертӳçӗ регион пулса малашне те халяль продукципе ӗçлессине аталантарса пырассине палăртрӗ.  

КАЗАНЬФОРУМ 2026. Официальное открытие Международной торговой ярмарки Kazan Halal Market

Унтан форум хăнисемпе делегатсем Казань Экспона васкарӗç. Кунта харăсах темиçе курав площадки ӗçлет. Чи интереслисенчен халăхсен хушшинчи курава асăнмалла. Мӗн кăна çук кунта. Ислам хутшăнăвӗсен организацине кӗнӗ çӗршывсен тӗрлӗ отрасльсенче ӗçлекен компанисен продукцийӗпе çывăххăн паллашма пулчӗ.

Павильона кӗнӗ çӗрте хăнасене Марат робот кӗтсе илет.  Иртнӗ çултанпа пӗлетпӗр ăна. Кăçала вăл самай ăсланнă. Тутар халăх тумне тăхăннăскер куравпа çыхăннă хуть мӗнле ыйтăва та хуравлама пултарать. Юрласа пама та сӗнет.

КАЗАНЬФОРУМ 2026. Работа форума

Кураври стендсенче тӗнчери самай çӗршывăн таварӗпе палашма пулать. Тӗслӗхрен, Малайзин пылак апачӗпе, Мордовин лимоначӗпе, Азербайджанпа Оман продукцийӗпе. Туркменистан компанийӗ светофорсем илсе килнӗ. Хăйсен çӗршывӗнче вӗсем пӗрремӗшсем иккен ку енӗпе, унсăр пуçне çул-йӗр паллисем те тăваççӗ. Компани представителӗ Дженнет Алтыназарова Раççей регионӗсен хушшинче пулас партнерсене тупни пирки хăпартланса каласа пачӗ.    

Ислам финансӗсене куравра самай пысăк тимлӗх уйăрни палăрчӗ. Кунта шариат законӗсемпе ӗçлекен банкпа инвестици продукчӗсем çинчен нумай интереслӗ информаци пӗлме пулать.

Кăçал Донецк Республики те форума хутшăннă. Раççейӗн çӗнӗ регионӗ территорин инвестицилле потенциалӗпе, малашлăхлă проектсемпе интереслентерме тăрăшрӗ. «Донбаса пӗрле çӗклетпӗр» тесе палăртнă вӗсем хăйсен девизне. Донбасс аталанăвӗн корпорацийӗн представителӗ Егана Алиева палăртнă тăрăх, интересленекен инвесторсем сахал мар.

Паллă ӗнтӗ форум хуçин – Тутарстанăн чи пысăк та тӗрлӗ енлӗ стенд. Кунта республикăн социаллă экономика аталанăвӗпе, пысăк предприятисемпе, компанисемпе, аслă шкулсемпе туллин паллашма пулать. Промышленность компанийӗсен проекчӗсемпе паллашнисӗр пуçне кунта тутар сувенирӗсене туянма пулать. Ют çӗршыв делегачӗсемшӗн ку уйрăмах интереслӗ. Хусантан вӗсем кашни мӗн те пулин асăнмалăх илсе каяççех.

КАЗАНЬФОРУМ 2026. Работа форума

Строительство проекчӗсем валли хăйне уйрăм курав йӗркеленӗ. Кунта стройматериалсем, çурт-йӗрсем, производство пӳлӗмӗсем тăвассипе тата ытти енӗпе ӗçлекен компанисемпе çывăххăн паллашма пулчӗ. Виртуаллă чăнлăхпа усă курса пулас çурт-йӗр комплексӗсенче «çӳреме» те сӗнекен компанисем пур. Калăпăр çын урăх хулара хваттер е çурт туянасшăн пулсан унта каймалла та мар, 3D модельпе усă курса вăл хуть хăш хваттере кӗрсе тухма, çурт картишӗнче «çӳреме» пултарать. Компани представителӗсен сăмахӗпе, ку çынсене питӗ килӗшет, меллӗ те. «Ăслă çурт» системипе ӗçлекеннисем те сахал марччӗ кунта.

КАЗАНЬФОРУМ 2026. Работа форума

Çапла, пурнăç пӗр вырăта тăмасть. Çӗнӗ технологисем çӗнӗ майсем туса параççӗ. Шăп çавăнпа усăллă та «КазаньФорум» мероприяти. Вăл пурнăçран юлмасăр региона аталантарма, тӗнче шайне тухса пыма хистет.      

Сăнӳкерчӗксем https://kazanforum2026.riamediabank.ru сайтран.      

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #KazanForum-2026