Сувар

г. Казань

16+
Финанс пӗлӳлӗхӗ

Ялсенче финанс услугисен меллӗрех пулса пыраççӗ

Тутарстанра финанс инфраструктури çулсерен аталанать. Банкоматсем е банк офисӗсем çук ялсенче çăмăллатнă пулăшу формачӗсем ӗçлеççӗ. Вӗсем хушшинче банксен мобильлӗ офисӗсем тата магазинсемпе заправкăсенче кассăран укçа илме май пурри.

Кăçал 2026 çулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне банксен мобильлӗ офисӗсем республикăри 199 яла çитнӗ. Районсене графикпа тухса çӳрекен ятарласа хатӗрленӗ транспортра ял çыннисем вклад уçма, укçа куçарма тата банк уйрăмӗнче пур ытти пулăшăва илме пултарнă.

2025 çулта кассăран хут укçи илме май пур лавккасемпе АЗСсем шучӗ те ӳснӗ. Пулăшу пысăк сетьсенчи хăш-пӗр супермаркетсенче те ӗçлет. 2026 çул пуçламăшӗнче укçа илмелли 1,6 пин вырăн пулнă, вӗсенчен пиллӗкмӗш пайӗ – ялсенче. Çулталăк хушшинче 900 пин ытла çын çак пулăшупа усă курнă.

Тӳлев инфраструктури те ӳсет. Тутарстанра 139 пин POS-терминал ӗçлет, çулталăкра вӗсем шучӗ  8 процента нумайланнă.

Çавăн пекех пӗлтӗр Тутарстанри çичӗ ялта  финанс пулăшăвӗ илме май паракан кабинетсем уçăлнă. Вӗсене пӗчӗк ялсен культура çурчӗсенче тата библиотекăсенче вырнаçтарнă. Кабинетсене интернет пур компьютерсемпе тивӗçтернӗ. Çакă çынсене ÇКХ тата налогсене онлайн тӳлеме, «Госуслуги» порталпа усă курма, страховка тума, кредит илме чарма е МФЦна çырăнма май парать. Унсăр пуçне çакăн пек кабинетсенче Раççей Банкӗн финанс пӗлӳлӗхӗпе онлайн-уроксем пăхма тата «Финансовая культура» çутӗç порталӗнчи материалсемпе паллашма пулать.

Çынсене ултавçăсенчен хӳтӗлес тесе компьютерсенче ятарлă программа вырнаçтарнă, вăл тӗрӗсленӗ сайтсене çеç кӗме май парать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: село финансовая граммотность