Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Май. Хусан. Рудольф Нуриев

Майăн 12-мӗшӗнче Хусанти М.Джалиль ячӗллӗ Тутар патшалăх академи оперăпа балет театрӗнче XXXIX Р.Нуриев ячӗллӗ Халăхсен хушшинчи классика балечӗн фестивалӗ пуçланчӗ

 

 Ăна Сергей Прокофьевăн «Золушка» (хореографӗ Н.Калинина, сценографӗ С.Новиков) балечӗн премьерипе уçрӗç. Фестивалӗн пӗрремӗш кунне тӗнчипе паллă вырăс композиторӗ Сергей Прокофьев çуралнăранпа кăçал 135 çул çитнине халаллани питӗ тӗрӗс. Вăл «Золушкăн» çеç мар, Хусан театрӗнче пӗр чарăнми пыракан «Ромео и Джульетта» балетăн авторӗ те.

Майăн 15-мӗшӗнче фестиваль программинче Г.Тукай тутар халăх халапӗсем тăрăх çырнă «Шурале» юмахӗпе лартнă балет. Музыка  авторӗ Фарид Яруллин, хореографӗ Леонид Якобсон. Р.Нуриев ячӗллӗ фестиваль програминче «Шурале» яланах пулнă, кăçал Г.Тукайăн пысăк юбилей çулӗнче пушшех те унсăр май çук. Спектакльти тӗп партисене Мариинка театрӗн артисчӗсем Раманбек Бейшеналиев, Рената Шакирова тата Тимур Аскеров ташлаççӗ.

Тата çакна та хушса хурар, М.Джалиль ячӗллӗ Тутар патшалăх академи оперăпа балет театрӗ лартнă «Шурале» 2026 çулта «Театр в кино» проекта кӗнӗ: балет-фильма Раççейӗн 70 хулин кинотеатрӗсенче кăтартаççӗ, Г.Тукайăн юбилей кунӗнче «Культура» телеканалпа кăтартрӗç.

Фестивалӗн параллельлӗ программине хатӗрленӗ чух йӗркелӳçӗсем  çутӗç çине пусăм тунă. Майăн 14-мӗшӗнче искусствоведени кандидачӗ, балетовед, А.Я.Ваганова ячӗллӗ вырăс балет академийӗн профессорӗ Ольга Розанова кăçал 200 çул тултарнă Людвиг  Минкус композитрăн  пурнăçӗпе творчестви çинчен каласа пачӗ. М.Джалиль театрӗнче вăл çырнă «Баядерка», «Дон Кихот» балетсем кашни сезонра театр репертуарӗнче пыраççӗ.

Майăн 22-мӗшӗнче М.Джалиль ячӗллӗ театрăн балет труппин ертӳçипе, балет артисчӗпе, балетмейстерӗпе, РФ тава тивӗçлӗ артисчӗпе Владимир Яковлевпа тӗлпулу йӗркелеççӗ. Кăçал вăл 75 çулхи юбилейне паллă тунă. Владимир Алексеевичăн куракана каласа памалли интереслӗ историсем пайтах пулӗ, балетмейстерăн творчество планӗсене пӗлме те кăсăк пулӗ.

Майăн 27-мӗшӗнче искусствоведени кандидачӗ Катерина Новикова (Мускав) Рудольф Нуриев тантăшӗсемпе пӗрле вӗреннисем, юлташӗсем çинчен каласа парать.

Кăçал фестиваль программине тăхăр спектакль кӗнӗ. Борис Эйфманăн балет театрӗ (Санкт-Петербург) Хусана «Красная Жизель» балетпа килет, П.Чайковский, А.Шнитке, Ж.Бизе музыкипе лартнă спектакль интереслӗ пуласси куçкӗрет. Майăн 31-мӗшӗнче XXXIX Р.Нуриев ячӗллӗ классика балечӗн фестивалӗ Петр Чайковскин «Лебединое озеро» балечӗпе вӗçленет. Ку балета çулталăк каялла СССР халăх артисчӗ Владимир Васильев редакцийӗпе лартнă. Улшăнусем балет сюжетне те пырса тивеççӗ, çав вăхăтрах Мариус Петипа хореографине тӗпрен улăштарнă тени тӗрӗс пулмӗччӗ.

Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Фестиваль