Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта вунă çӗршыв артисчӗ сцена çине тухать

Май уйăхӗн 12-17-мӗшӗсенче Хусанта иртекен Kazan Forum халăхсен хушшинчи экономика форумӗн хӳттипе май уйăхӗн 15-мӗшӗнче Г.Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх академи театрӗнче «Ночь единства и преданности: Голос сердца» халăхсем хушшинчи гала-концерт пулать.

Гала-концерт  KazanForum халăхсен хушшинчи экономика форумӗн тӗп культура программи пулӗ. Сцена çине çав кун тӗнчери 10 çӗршывăн артисчӗ тухса наци музыкин йăлисене, классика искусствипе паянхи сцена культурине пӗрлештерӗ. Артистсене асăннă театрăн Данияр Соколов маэстро ертсе пыракан оркестрӗ кӗвӗ каласа пулăшӗ.Сцена çине тенорсем, сопрано, бассемпе инструменталистсем тухса хăйсен халăх кӗввисемпе паллаштарӗç.

Концертăн илемлӗх ертӳçи, режиссерӗпе постановщикӗ – нимӗç продюсерӗ, опера режиссерӗ, «Талант и успех» вӗрентӳ фончӗн илемлӗх ертӳçи, Дрезденри Опера балӗн директорӗ тата Раççейӗн Пысăк театрӗн генеральтнăй директорӗн канашçи Ханс-Йоахим Фрайф. Маларах вăл Пекинра, Санкт-Петербургра, Владивостокра, Дрезденра, тӗнчери ытти хуласенче иртнӗ опера постановкисемпе гала-концертсен режиссерӗ пулнă. (Сăнӳкерчӗк KazanForum-2026 сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #KazanForum-2026