Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

СВО ветеранӗсем полицие патрульлеме пулăшӗç

Республикăра кăçал ятарлă çар операцин ветерансенчен тăракан «Дуслар» организаци ӗçлеме пуçлать. Унăн тӗп тӗллевӗ – полиципе пӗрле йӗркене хураласси.

Проекта ТР  Раисӗ Рустам Минниханов пуçарнă  «Батырлар. Герои Татарстана» программа шайӗнче пурнăçа кӗртме палăртнă. Вăл  харăсах икӗ задачăна татса памалла – салтаксене  мирлӗ пурнăçа таврăнма пулăшасси тата  урамри хăрушсăрлăха ӳстересси.

«Дуслар»  Шалти ӗçсен министерствин законлă пулăшуçи пулса тăрӗ. Хальхи вăхăтра обществăлла  организаци регистраци иртет.

ШӖМ ӗçченӗсемпе пӗрле ветерансем патруль службин право никӗсӗпе, пирвайхи медицина  пулăшăвне парассипе тата тӗрлӗ лару-тăрура тумалли ӗçсен алгоритмӗсемпе паллашӗç. Аттестаци иртсе тивӗçлӗ удостоверени илнӗ хыççăн çеç боецсем  рейдсене тухма ирӗк илӗç.

СВО пайташӗсем урамсене кашни кун мар, эрнесерен тухаççӗ. «Дусларпа» полицин пӗрремӗш пӗрлехи дежурствисене июнӗн  20-мӗшӗнче ирттерме палăртнă.

ТР пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: мвд ветеран СВО