Хусан Шираз (Иран) тата Газиантеп (Турци) хуласемпе туслашма хатӗрленет
Май уйăхӗн 12 – 17-мӗшӗсенче Хусанта иртекен «Россия – Исламский мир: КазаньФорум» халăхсем хушшинчи экономика форумӗнче Тутарстан тӗп хули Ширазпа тата Газиантеп хулисемпе туслашас (побратимство) ыйтăва та сӳтсе явнă. Геополитика лару-тăрăвӗ лайăхлансанах Иран çӗршывӗн чи илемлӗ хулипе Шиазпа килӗшӗве алă пусассине, кун валли килӗшӳ хатӗрпе пӗреххине Хусан мэрӗ Ильсур Метшин паян журналистсемпе тӗл пулсан пӗлтерчӗ.
Ильсур Метшин сăмахӗсемпе, Хусан тӗнчери тус-хуласемпе (ислам тӗнчинчисемпе кăна мар) ӗçлесси çине нумай тимлӗх уйăрать, çапла майпа тӗнчери чи лайăх опытсене илсе нумай нациллӗ хамăр хулара усă курма тăрăшать. Çавăнпа уншăн, хула мэрӗшӗн, ку ыйту çав тери пӗлтерӗшлӗ.
Россотрудничество федераллă агентствăн ертӳçин çумӗ Павел Шевцов тус-хуласемпе йӗркеленӗ çыхăнусем Раççей Федерацийӗн ют çӗршывсемпе ӗçлемелли тӗп инструменчӗ пулнине, кунта регионсен ролӗ питӗ пӗлтерӗшлине палăртрӗ.
«Тус-хула çыхăнăвӗсене йӗркелесе эпир хуласен, культурăсен, йăласен çыхăнăвне, пурнăçа кӗрсе пыракан проектсене аталантаратпăр. «Ислам тӗнчинче гуманитари пурри вăл – çӗнӗ инструмент» çавра сӗтелте эпир Хусанăн тӗн культурин, вӗрентӳ, чӗлхе программисен программисем пуррине сӳтсе яврăмăр. Çакнашкал проектсем ют çӗршывсенче те пур. Пирӗн тӗллев – вӗсене пӗрлештересси, пӗрле ӗçлесе çӗршывсен хушшинчи çыхăнăва конструктивлă тăвасси. Регион пласчӗ пур енӗпе те пӗлтерӗшлӗ кунта», – терӗ Павел Шевцов.
Тутарстан тӗп хули çакăн пек çыхăнусене сарас шутлă. Ширазпа тата Газиантеппа тус-хула пулмашкăн килӗшӳсене хатӗрлесе çитернӗпе пӗрех.
Павел Шевцов хуласен хушшинчи çакнашкал туслă çыхăнусене çирӗплетмелли инструментсенчен пӗри партнерлă Вырăс Çурчӗсем пулнине асăнчӗ. Раççейпе ытти çӗршывсен çыхăнăвӗсене аталантарассишӗн тăрăшакан чикӗ леш енчи хастар çынсен ытларах пухасшăн Раççей. Форумра, тӗслӗхрен, патшалăх шайӗнче çыхăнусем йӗркеленекен Багдадпа Оманри икӗ Вырăс Çурчӗн представителӗсем те тухса калаçнă çавра сӗтелре. «Ют çӗршыв аудиторийӗн интересне шăпах Вырăс Çурчӗсем урлă аталантаратпăр. Вăл туслă çыхăнусене йӗркелемелли тӗп инструментсенчен пӗри»,– терӗ кун пирки.
(Сăнӳкерчӗк KazanForum-2026 сайтран).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев