News by date 19 March 2026
-
Ипподрома Навруз пикипе паттăрне суйлама каяр
Çуркунне çӗрпе кун танлашнă вăхăтра тӗрӗк халăхӗсем пӗрремӗш çурхи уява –Навруза – пуçтарăнса тухнă. Навруз – мир, пӗрлӗх, çӗнӗлӗх уявӗ. Хӗвел календарӗпе ку уяв çуркунне, Çӗнӗ çул çитнине пӗлтерет
-
Тутарстансене «Çемье зарницине» хутшăнма йыхравлаççӗ
«Россия» наци центрӗнче «Çемье зарници» Пӗтӗм Раççей çарпа патриотизм вăййин иккӗмӗш сезонне хаваслă лару-тăрура уçнă. Çемьесен ăмăртăвне хутшăнма заявкăсене апрелӗн 24-мӗшӗччен «Движение Первых» юхăмăн официаллă сайтӗнче йышăнаççӗ.
-
Раççей Президенчӗ Владимир Путин паттăр паралимпиецсене наградăланă
Паян РФ Президенчӗ Владимир Путин 2026 çулта Италире иртнӗ Паралимпиецсен Вăййисенчен тӗлӗнмелле чаплă кăтартусемпе таврăннă Раççей спортсменӗсене наградăлани çинчен Указ кăларнă
-
Рустам Миннихановăн Китайри ӗçлӗ çӳлçӳревӗн тӗллевӗсенчен пӗри – «Тутарстан – Хубэй» ӗç форумӗ
Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов мартăн 18-мӗшӗнчен Китая ӗçпе тухса кайрӗ, пӗлтерет ТР Раисӗн пресс-служби. Çак хушăра вăл малтанласа Аньхой провинцийӗнче, унтан Ухань хулисенче темиçе ӗçлӗ тӗлпулу ирттерчӗ.
-
Саврăшпуç волонтерӗсем хăйсен талантлă ентешӗпе Владимир Егоровпа мăнаçланаççӗ
Аксу районӗнчи Саврăшпуç ялӗнчи «Кто, если не мы?» волонтерсен ушкăнӗ фронта кăна пулăшмасть, культурăна упрас, пултарулăха аталантарас енӗпе те питӗ хастар ӗçлет. Çак кунсенче, тӗрӗсрех каласан мартăн 17-мӗшӗнче, вӗсем салтаксем валли хӗрсех маскировка сетки çыхнă вăхăтра юрă-кӗвӗ янрарӗ. Ку ахальтен мар. Вырăнти библиотека ӗçченӗсем йӗркеленипе кунта «Тăван тăрăх кӗвви: Владимир Павлович Егоровăн пурнăçӗпе пултарулăхӗ» ятпа тӗлпулу иртрӗ.
-
«Ылтăн тимӗр шапа» – илеме курма пӗлекенсен триумфӗ
Иртнӗ эрнере чаплă лару-тăрура тӗлӗнмелле илемлӗ 120 сăнӳкерчӗкрен тăракан курав уçăлчӗ. Шучӗпе 19-мӗш пулсан та Хусанта пӗрремӗш хут иртет фестиваль. 19 çӗршывран 98 фотографăн 120 сăнӳкерчӗкӗ финала тухнă. Çакăнтах фестивалӗн ятарлă проекчӗ – япăх куракансем валли сăнӳкерчӗксен тактильлӗ копийӗсем.
-
Саба районӗнче сӗтелçи теннисӗпе ăмăртусем иртеççӗ
Мартăн 20–22-мӗшсенче Богатые Сабынче сӗтелçи теннисӗпе тӗнче ăмăртăвӗ иртет. Турнира Раççейрен, Беларуссирен, Китайран, Таджикистанран тата Туркменистанран 120 ытла спортсмен хутшăнать, çав шутра Сӗтелçи теннисӗн федераци рейтингӗн лидерӗсем: Мария Тайлакова, Влада Воронина, Ольга Воробьева тата Максим Гребнев.
-
Тутарстан Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвком ертӳçин Ренат Валиуллинăн паян çуралнă кун
Ренат Накифовича çуралнă кунпа саламласа ырлăх-сывлăх, ӗçре пысăк çитӗнӳсем, çемьере тулли телей, килӗшӳпе ăнлану сунатпăр!
-
«Салават купере» фестиваль улттăмӗш хут иртет
Мартăн 22-мӗшӗнче Тутарстан тӗп хулинче сывлăх енчен çирӗпех мар ачасен пултарулăхӗн Пӗтӗм Раççейри VI фестивалӗн гала-концерчӗ иртет.