Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Салават купере» фестиваль улттăмӗш хут иртет

Мартăн 22-мӗшӗнче Тутарстан тӗп хулинче сывлăх енчен çирӗпех мар ачасен пултарулăхӗн Пӗтӗм Раççейри VI фестивалӗн гала-концерчӗ иртет.

Фестивалӗн тӗп тӗллевӗ – сывлăх енчен çирӗпех мар ачасене искусство урлă пулăшасси. Унта хутшăнни ачасене хăйсене кăтартма, çӗнӗ туссем тупма, обществăра çирӗпрех туйма май туса парать. Çак пысăк мероприятие улттăмӗш хут «Радуга добра» ыркăмăллăх фончӗн учредителӗсем Валентина Бушуевăпа Ирина Будовниц йӗркелеççӗ.

Кăçал фестивале хутшăнма Тутарстан, Пушкăртстан, Мари Эл, Чăваш Ен, Удмурт, Ульяновск, Самар, Саратов, Пенза, Чулхула, Мускав тата Ленинград облаçӗсенчи 66 учрежденирен пурӗ 421 номерлӗ заявка килнӗ, суйлав турне 700 яхăн ача хутшăннă. Ачасем фестивалӗн çичӗ номинацийӗнче – «вокал», «декоративно-прикладное и художественное творчество», «инструментальное исполнение», «оригинальный жанр», «фольклор и театр моды», «хореография», «художественная декламация и авторское творчество» – хăйсен пултарулăхне кăтартма пултарнă.

Чылай сӳтсе явнă хыççăн конкурс комиссийӗ лауреатсен списокне çирӗплетнӗ. Гала-концерта  184 çамрăк талант хутшăнать, вӗсем сцена çинче  чи лайăх 52 номере кăтартӗç тата декораципе прикладной искусствăн 39 ӗçӗпе паллаштарӗç. Мероприяти  март уйăхӗн 22-мӗшӗнче «Экият»  ача-пăча центрӗнче иртет.

Кăçал мероприяти ТР Культура министерстви тата чылай партнер пулăшнипе иртет.  Фестивале ирттерме хӗрӗх волонтер – хула çыннисем, Хусанти авиаципе техника колледжӗн тата суту-илӳпе экономика техникумӗн студенчӗсем пулăшӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Фестиваль