Рустам Миннихановăн Китайри ӗçлӗ çӳлçӳревӗн тӗллевӗсенчен пӗри – «Тутарстан – Хубэй» ӗç форумӗ
Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов мартăн 18-мӗшӗнчен Китая ӗçпе тухса кайрӗ, пӗлтерет ТР Раисӗн пресс-служби. Çак хушăра вăл малтанласа Аньхой провинцийӗнче, унтан Ухань хулисенче темиçе ӗçлӗ тӗлпулу ирттерчӗ.
Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов мартăн 18-мӗшӗнчен Китая ӗçпе тухса кайрӗ, пӗлтерет ТР Раисӗн пресс-служби. Çак хушăра вăл малтанласа Аньхой провинцийӗнче, унтан Ухань хулисенче темиçе ӗçлӗ тӗлпулу ирттерчӗ. Республика ертӳçине йăлт интереслентерет, йăлт кăсăклă ăна. Паллах, çакăн пек ӗçлӗ çулçӳревсенче тавракурăма анлăлатни Тутарстанăн малашнехи аталанăвӗшӗн усăллă.
Паян, мартăн 19-мӗшӗнче, Рустам Минниханов Уханьре (Китай) иртекен «Тутарстан – Хубэй» ӗç форумне хутшăнчӗ.

ТР Раисӗ форума хутшăнакансене Тутарстана пысăк вырăна хурса тимлӗх уйăрнăшăн тав тунă. Асăннă мероприяти икӗ енлӗ хутшăнусен аталанăвӗшӗн усăллă пуласса шаннине тата çӗнӗ проектсем кӗтнине пӗлтерчӗ. «Иртнӗ çулти кăтартусемпе Тутарстанпа Китай хушшинчи тавар çаврăнăшӗ ӳссе 3,3 миллиард долларпа танлашрӗ. Китайăн хăш-пӗр провинцийӗсемпе, çав шутра Хубэйпе те, эпир «Волга – Янцзы» формат шайӗнче тачă çыхăнса ӗçлетпӗр», – пӗлтернӗ вăл.
Рустам Минниханов Тутарстанпа Китай нефтехими, машиностроени, автомобилсем туса кăларассипе, информатизаципе, çӳллӗ технологисем, ял хуçалăхпа сывлăх сыхлав тата ытти енсемпе ӗçлӗ çыхăнусене ăнăçлă аталантарса пынине каларӗ.
Республика ертӳçи Тутарстанăн промышленноçпа экономика потенциалӗпе туллин паллаштарнă, Китайшăн интереслӗ пулма пултаракан компанисене асăннă. «Пирӗн университетсемпе тӗпчев центрӗсен рейтингӗсем çӳллӗ. Индустри паркӗсем, технопарксем, инжиниринг центрӗсем Раççейре чи эффективлисен шутӗнче. Тутарстан регионсен инвестицилле илӗртӳлӗх енӗпе Раççей рейтингӗнче лидер шутланать», – терӗ Рустам Минниханов.

Юлашкинчен вăл Тутарстанпа Китай хутшăнăвӗсене «РОСТКИ» халăхсен хушшинчи форум шайӗнче аталантарни пысăк малашлăхлă пулнине палăртнă.
Пӗр кун маларах вара Рустам Минниханов Хэфэй хулинче вырнаçнă iFly-tek çӳллӗ технологисен компанине çитсе килнӗ. Компани искусствăлла интеллект облаçӗнче ӗçлет. Вӗсем сасă уйăрса илессипе тата пуплев синтезӗпе, сасăлатнă пулăшуçăсемпе, виртуаллă чăнлăхпа тата ытти енӗпе ӗçлеççӗ. Компанин тӗп акционерӗ тӗнчипе те чи пысăк мобильлӗ çыхăну операторӗ China Mobile. Абонентсен шучӗ вӗсен миллиарда яхăн.
Çакăнта ӗнтӗ Рустам Минниханов калаçăва синхронлă режимра куçарма пултаракан наушникпа паллашнă. Çак хатӗре 80 тӗрлӗ чӗлхе уçласа лартнă. Тутарстан ертӳçине хатӗр питӗ килӗшнӗ. Çавăнпа вăл профильлӗ министерствăна ӗç ушкăнӗ йӗркелесе iFly-tek компание опытпа паллашма тата вӗренме килме хушнă.

Унтан республика ертӳçи Аньхой провинци Кӗпӗрнаттăрӗпе Ван Цинсянпа тӗл пулнă. Ку регионта 8500 ытла çӳллӗ технологисен предприятийӗсем вырнаçнă. Çакăнта ӗнтӗ Chery Automobile и JAC Motors автомобильсене туса кăлараççӗ.
Ӗçлӗ калаçура Рустам Минниханов Тутарстан Китай Халăх Республикипе пӗрлехи инвестиципе промышленность проекчӗсен портфельне анлăлатнине асăннă, «Алабуга» ятарлă экономика зони çинчен каласа панă. Сăмах май, Тутарстанпа Аньхойăн пӗрремӗш ӗçлӗ килӗшӗвне 2017 çулта çирӗплетнӗ. Юлашкинчен республика ертӳçи Ван Цинсяна «РОСТКИ» форума хутшăнма йыхравлнă. Ван Цинсян хăй енчен, промышленноçпа экономикăсăр пуçне, гуманитари сферинчи хутшăнусене те аталантарасси интереслӗ пулнине пӗлтернӗ. Уйрăмах аслă шкулсем хушшинче, студентсен ылмашăнăвӗсен енӗпе.

Уханьре те ТР Раисӗ чылай компанисемпе предприятисен ӗçӗпе паллашнă. Çав шутра нефтехими енӗпе ӗçлекен CNCEC компанипе.
Ӗçлӗ тӗлпулусем Рустам Минниханов 1937 çулта Китайпа Япони хушшинче пулнă вăрçăра пуç хунă совет салтакӗсене халалланă палăк умне чечек хунипе вӗçленнӗ. Китайсене пулăшас тӗллевпе ун чухне СССР 1285 самолет янă. Китая хӳтӗлесе 214 совет летчикӗ пуç хунă, вӗсене Уханьри тăванла масарта пытарнă.
Сăнӳкерчӗксем https://rais.tatarstan.ru сайтран
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев