Тутарстансене «Çемье зарницине» хутшăнма йыхравлаççӗ
«Россия» наци центрӗнче «Çемье зарници» Пӗтӗм Раççей çарпа патриотизм вăййин иккӗмӗш сезонне хаваслă лару-тăрура уçнă. Çемьесен ăмăртăвне хутшăнма заявкăсене апрелӗн 24-мӗшӗччен «Движение Первых» юхăмăн официаллă сайтӗнче йышăнаççӗ.
«Çемье зарници» пурте лайăх пӗлекен вăййăн технологиллӗ çӗнӗ формачӗ. Унта Раççейӗн мӗнпур регионӗнчен çемьесем хутшăнаççӗ. Тӗпре – çемье, патриотизмпа наставничество. «Воин» центрăн директорӗ Дмитрий Шевченко пӗлтернӗ тăрăх, вăйăра «Воин» центрăн 100 инструкторӗ, нумайăшӗ СВО ветеранӗсем, пулать. Вӗсем çемьесен пултарулăхне муниципалитет, зона, регион шайӗсенче тата финалта хаклаççӗ. Чи пӗлтерӗшли – наставниксем хăйсен хăнăхăвӗпе, опычӗпе усă курса командăсене финалти тӗрӗслеве хатӗрлесси.
РФ Оборона министерстрӗн çумӗ, «Защитники Отечества» Патшалăх фончӗн председателӗ Анна Цивилева пуçарнă «Çемье зарницине» РФ Президенчӗ В.Путин ырласа йышăннă. Халӗ ăна РФ Оборона министерствин, Федерацин çамрăксен ӗçӗсем енӗпе агентствин тӗревӗпе «Молодежь и дети» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн иртет.
«Тăван çӗршыв çемьерен пуçланать» девизпа иртекен çемье ăмăртăвӗ тăванлăх çирӗплӗхӗ, пӗр-пӗрне хисеплени, пулăшни, пăхни паянхи Раççей обществин никӗсӗ пулнине аса илтерӗ.
Иккӗмӗш сезонăн çӗнӗлӗхӗ – çӗнӗ форматпа иртекен пултарулăх конкурсӗ. Çемьесен унта креативлă хăнăхăвӗпе инженери шухăшлавне кăтартмалла. Урăхла каласан, çар техникин çăмăл модельне пухса ăмăртура усă курмалла.
Кăçал проекта çитӗннӗ хӗрпе ывăллă тата 11 çултан аслăрах икӗ ачаллă çемьесем те хутшăнма пултараççӗ.
«Çемье зарницин» финалӗ август-сентябрь уйăхӗсенче пулать. Унта 89 çемьепе çавăн чухлех наставник хутшăнӗç.
Пӗрремӗш сезонра Раççейӗн 79 регионӗнчи çемьесем хутшăннă. «Зарница 2,0» Пӗтӗм Раççейри çарпа патриотизм вăййин Волгоград облаçӗнче иртнӗ финала официаллă арлăарăмлă тата 12– 16 çулсенчи икӗ ачаллă 24 çемье тухнă. (Сăнӳкерчӗкпе «Татмедиа» пичетпе массăллă коммуникацисен агентстви тивӗçтернӗ.).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев