Раççей Президенчӗ Владимир Путин паттăр паралимпиецсене наградăланă
Паян РФ Президенчӗ Владимир Путин 2026 çулта Италире иртнӗ Паралимпиецсен Вăййисенчен тӗлӗнмелле чаплă кăтартусемпе таврăннă Раççей спортсменӗсене наградăлани çинчен Указ кăларнă
Паралимпиец-йӗлтӗрçӗсене – Анастасия Багияна, Алексей Бугаева, Варвара Ворончихинана, Иван Голубкова тата Сергей Синякина – Туслăх орденӗпе наградăланине пӗлтерет, РФ Президенчӗн пресс-служби.
Йӗлтӗрçӗсен тренерне Ирина Громована Александр Невский ячӗллӗ орден, Александр Назаровпа Алексей Турбин тренерсене Туслăх орденӗпе, Алексей Кобелев тренера I степеньлӗ «Тăван çӗршыв умӗнчи тивӗçсемшӗн» орден парса чысланă.
Кунсăр пуçне Дмитрий Фадеевпа Монзера Шеббо сноубордистсене тата Евгений Пронашко тренера уйрăм йышăнупа тав тунă. РФ Паралимпиада комитечӗн ертӳçисене те, çав шутра Павел Рожкова, Ольга Семеновапа Андрей Строкина тав тунине пӗлтернӗ.
Мартăн 17-мӗшӗнче Хӗрлӗ тӳремре Италирен таврăннă паралимпиецсене чысланă.
Раççей паралимпийӗцӗсен сборнăйӗ 8 ылтăн, 1 кӗмӗл тата виçӗ бронза медальсем çӗнсе илнӗ.
Раççей спортсменӗсем вун икӗ çул хушшинче пӗрремӗш хут Паралимп Вăййисенче наци символӗпе тухнă, ытти çулсенче нейтральнăй спортсмен пек çеç хутшăнма пултарнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев