Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Саврăшпуç волонтерӗсем хăйсен талантлă ентешӗпе Владимир Егоровпа мăнаçланаççӗ

Аксу районӗнчи Саврăшпуç ялӗнчи «Кто, если не мы?» волонтерсен ушкăнӗ фронта кăна пулăшмасть, культурăна упрас, пултарулăха аталантарас енӗпе те питӗ хастар ӗçлет. Çак кунсенче, тӗрӗсрех каласан мартăн 17-мӗшӗнче, вӗсем салтаксем валли хӗрсех маскировка сетки çыхнă вăхăтра юрă-кӗвӗ янрарӗ. Ку ахальтен мар. Вырăнти библиотека ӗçченӗсем йӗркеленипе кунта «Тăван тăрăх кӗвви: Владимир Павлович Егоровăн пурнăçӗпе пултарулăхӗ» ятпа тӗлпулу иртрӗ.

Мероприятие Татьяна Максимова библиотекарь уçрӗ.

«Паян эпир питӗ те пӗлтерӗшлӗ сăлтавпа пухăнтăмăр çакăнта – хӳтӗлевçӗсем валли маскировка сеткисем çыхатпăр. Ваттисен сăмахӗпе каласан, ӗç вăл – чӗрешӗн эмел. Ӗç кал-кал пытăр, чӗресем лăпкăн тапчăр тесен лайăх юрă кирлӗ. Паян эпир сирӗнпе хамăрăн ентешӗмӗрӗн Владимир Павлович Егоровăн пултарулăхӗпе паллашăпăр. Вăл пӗтӗм пурнăçне музыкăна тата çамрăк талантсене хатӗрлессине халалланă.

Татьяна Владимировна малтан композиторăн çемйи пирки каласа пачӗ. Владимир Павловичăн ашшӗ Павел Гаврилович 5-6 çултах ашшӗсӗр тăрса юлнă – Гаврил Борисов граждан вăрçинчен таврăнайман. Ачана вара аслашшӗ Борис Егоров воспитани парса ӳстернӗ. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче те, кайран мирлӗ пурнăçра та нумай хура-шурне курма тивнӗ ăна. Композиторăн амăшӗ Вера Гавриловна та мухтава тивӗçлӗ çын пулнă: мăшăрӗпе пӗрле 9 ача – çичӗ ывăлпа икӗ хӗр – çуратса ӳстернӗ, I степеньлӗ «Амăш мухтавӗ» ордена тивӗçнӗ.

Унтан волонтерсем Владимир Павловичăн кун-çулӗпе паллашрӗç, унăн юррисене юрларӗç – ентешӗн пултарулăхӗ саврăшпуçсемшӗн уйрăмах хаклă. Тепӗр ентеш Мира Израт хăйӗн кӗнекисенче Егоровсен йăхӗ пирки тӗплӗн çырнă, вӗсемпе те паллашрӗç мероприятие хутшăнакансем.

Владимир Егоровăн юррисемпе, вӗсене еплерех çырнин историйӗпе, çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксемпе вара композиторăн мăшăрӗ Ирина Егорова паллаштарчӗ. Вăл хăй те волонтер, çак тӗлпулăва хатӗрлесе ирттерме пур енлӗн пулăшрӗ.

Библиотекăри мероприяти вӗçленсен Егоровсем волонтерсене хăйсен килне хăнана чӗнчӗç, тутлă хуплупа хăналарӗç.

Татьяна МАКСИМОВА.

Аксу районӗ,

Саврăшпуç.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: юбилей