Саба районӗнче сӗтелçи теннисӗпе ăмăртусем иртеççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Саба районӗнче сӗтелçи теннисӗпе ăмăртусем иртеççӗ

Мартăн 20–22-мӗшсенче Богатые Сабынче сӗтелçи теннисӗпе тӗнче ăмăртăвӗ иртет. Турнира Раççейрен, Беларуссирен, Китайран, Таджикистанран тата Туркменистанран 120 ытла спортсмен хутшăнать, çав шутра Сӗтелçи теннисӗн федераци рейтингӗн лидерӗсем: Мария Тайлакова, Влада Воронина, Ольга Воробьева тата Максим Гребнев.

Ăмăртăва уçас церемони мартăн  21-мӗшӗнче 12:30 сехетре пуçланать. Мероприятие РФ Президенчӗн канашçи Игорь Левитин, Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов тата ТР спорт министрӗ Владимир Леонов хутшăнасси паллă.

Тӗп турнирпа пӗрле «Саба-Арена» спорт шкулӗнче арçын ачасемпе хӗрачасен хушшинчи республикăри XXIV ăмăрту та иртет. Уçă турнира 2011 çулта çуралнă тата кӗçӗнрех ачасем хутшăнӗç. Тупăшăва сакăр категорире ирттерӗç: «абсолютная категория», «личный зачет среди городов и районов», «командный зачет среди городов и районов». Хальлӗхе республикăри районсенчен 16 команда хутшăнма заявка панă.

ТР Раисӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ. 


настольный теннис Богатые Сабы

Нет комментариев